Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачин кулленхи режимĕ

04 мая 2011 г.

Шкул ачин кулленхи режимĕ

Сывлăх – чи пысăк тупра. Апла пулсан ăна мĕн пĕчĕкрен упрамалла, пурнăç йĕркине тĕрĕс йĕркелеме тăрăшмалла. Сывлăха сыхлас обществăн даннăйĕсем тăрăх сывлăх 20 процент таран несĕл факторĕсенчен, 25 процент тавралăхран, 10 процент медицина службинчен тата 45 процент епле пурăннинчен килет.

Пирĕнтен нумайăшĕ асăрханă ĕнтĕ, ирхине вăрансан чĕр чунсем силленеççĕ, туртăнаççĕ, тасалаççĕ, апатланаççĕ. Çын тĕлĕшпе те çак пулăмсемех пулмалла пек. Шел пулин те хăш-пĕр чухне эпир хамăр ачасене çакна вĕрентместпĕр тата хамăр та ку енĕпе пур чухне те ырă тĕслĕх кăтартмастпăр.

Тĕслĕхрен, будильник шăнкăртатсан та тепĕр 45 минут хушши вырăн çинче йăваланса выртать ача. Унтан 15 минут хушшинчех ирхи пĕтĕм ĕçе туса ĕлкĕрмелле унăн. Чи малтанах апат çимелле, çăвăнмалла, шăлсене тасатмалла, зарядка тумалла, туалета каймалла т. ыт.те. Çавăнпа та физиологи процедурисен комплексĕ пăсăлать. Ирхине тĕрĕс апатланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чылай чухне ачасем шкула пĕр стакан чей ĕçсе кăна е апатланмасăрах каяççĕ. Тепĕр чухне вĕсем шкул столовăйĕнче те апатланмаççĕ. Тĕрĕс мар апатлану сывлăха хавшатать, çакă вара ĕçлеслĕхе чакарать.

Ирхине ача пурнăçламалли ĕçе туса пĕтереймесĕр шкула васкаса çитет, унăн шухăш-кăмăлĕ те пуçтарăнчăк мар. Çакăн пек ачан урокри тимлĕхĕ те çухалать, вĕренÿ материалне те алла илеймест вăл. Килти ĕçсене те унăн ытларах хатĕрлеме тивет. Çакăн хыççăн уçăлса çÿреме те ачан вăхăчĕ сахалтарах юлать. Çапла вара ирхине вăхăтра тăрасси, апат çиесси, урок тăвасси, кĕнеке вуласси, телепередача пăхасси йăлтах режимпа пулса пымалла.

Пĕр вăхăтра апатланни ăна кирлĕ пек ирĕлме пулăшать. Çавăн пекех урока пĕр вăхăтра тума хăнăхни те ĕçе ăнăçлăрах пурнăçлама май парать. Ÿт-пÿ тĕрĕс-тĕкел кантăр тесен пĕр вăхăтра çывăрма выртассине те йăлана кĕртмелле.

Çапла вара кашнин çирĕп пурнăç йĕрки пулмалла. Ăна пăхăнса пырсан сирĕн ĕç-хĕл те тĕрĕс йĕркеленĕ, ăнăçу та ытларах пулĕ. Çакăн пирки нихăçан та манас марччĕ.

В. МАТВЕЕВ,

«Гигиенăпа эпидемиологи центрĕ»

филиалăн пĕтĕмĕшле

гигиена врачĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика