Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ

04 мая 2011 г.

Çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ

Вăл е ку ĕçре вăй хуракан çĕнĕлĕхсене алла илессипе тимлет пулсан вăл хăй ĕçне аван пĕлет, малашлăха пăхать, умри тĕллевсене курать. Çакнашкал шухăшсем çуралчĕç Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн Уйкас Янасалти сĕт фермине çитсе курсан. Кунта эпир район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе Т. Алексеевăпа çитрĕмĕр. Фермăсенчи ĕç йĕркелĕвĕпе дисциплини тивĕçлĕ шайра пулнине витесенчи тирпейлĕх кăтартать. Çакна Л. Петрова, С. Федорова, Г. Федорова, Г. Платонова, Т. Платонова, Р. Терентьева дояркăсем ĕçлекен сарайĕнче, Е. Клементьевăпа А. Аврамова пăхакан пăрусем патĕнче, тынасем тăракан витере куртăмăр.

– Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тенине асра тытса выльăхсене тулăх тăрантарассине, пур апатпа перекетлĕ пулассине пирĕн ĕçченсем самантлăха та кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Фермăран кунсерен 1600 кг сĕт сутăнать. Пĕчĕк пăрусем валли хăварнине шутласан ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 10 кг ытларах пулать. Çакă районăн вăтам сăвăмĕнчен пысăкрах пулни пире савăнтарать, – терĕ выльăх пăхакансем ĕç вырăнĕсене тирпейленине сăнаса сĕт оборудованийĕн операторĕ В. Спиридонов.

Ĕç çине алă сулмасан ÿсĕмсем пулаççех.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика