Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урни чирĕ – хăрушлăх

04 мая 2011 г.

Урни чирĕ – хăрушлăх

Ялсемпе хуласенче йытăсемпе кушаксене усрамалли правилăсем пур. Çакă ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен шăпах кушаксемпе йытăсем – урни чирне анлă саракан тата сармалли тĕп çăлкуçсем. Кунпа пĕрлех ялсем таврашне чăх-чĕп тытма тата çынсем кăларса пăрахнă каяшпа тăранса пурăнма пыракан выçăхнă тилĕсем те урни чирне сарма пулăшаççĕ. Çакăн пирки Патшалăх ветеринари службипе Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕ асăрхаттарсах тăраççĕ. Пирĕн районта та урни чирĕ тупăннă тĕслĕхсем пулмарĕç мар. Вĕсем кашнинчех яла пырса кĕнĕ тилĕпе çыхăннă. Урни чирне хирĕç прививка туман йытăсем урама пырса кĕнĕ тилĕпе çапăçса кайни пĕрре пулнă ÿкерчĕк мар. Çакнашкал кашни тĕслĕхпех ирттернĕ тĕрĕслевсем урни чирĕн паллисене кăтартрĕç. Çавăнпа та ку чир тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕ ирттерме паян хăнана районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ветврач-эпизоотолога Людмила Алексеевна БОЯРИНОВĂНА чĕнтĕмĕр.

– Людмила Алексеевна, урни чирĕн инфекцине саракансем – çак чирпе аптăракан чĕр чунсем. Уйрăмах йытăсемпе тилĕсем, кушаксем. Çапла мар-и?

– Хирĕçле калама çук. Чăнах та урни чирĕн вирусĕ упранакан тĕп çăл куç вăл – тилĕ. Чăваш Республикинче иртнĕ çулсенче урни чирне вуншар регистрациленĕ. Вĕсен шутĕнче урни чирĕнчен прививка туман йытăсемпе кушаксем те сахал мар.

– Мĕнпе çавнашкалах хăрушă-ха урни чирĕ?

– Урни чирĕ вăл – хăрушă инфекци. Унран чирĕн инкубаци тапхăрĕнче çеç çăлăнса юлма пулать. Чир аталанма пуçласан вара... Раççей Федерацийĕнче юлашки 10 – 12 çул хушшинче чĕр чунсем хушшинче урни чирĕ сарăлас хăрушлăх пĕртте чакман-ха. Унпа çынсем чирлес хăрушлăх та пĕчĕк мар. Каламалла, пирĕн республикăра 1988 çултанпа çынсем хушшинче урни чирне тупса палăртни пулман, анчах çакă лăпланмалли сăлтав мар. 2000 – 2005 çулсенче çĕр-шывра урни чирĕн эпизоотийĕ сарăлас юхăм палăрма пуçларĕ. Çакăнта тилĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Кунпа пĕрлех ялсенчи хуçасăр йытă-кушак та хăрушлăха вăйлатать кăна. Йытă-кушак тенĕрен çакна каласа хăварас килет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ялсемпе хуласенче йытăсемпе кушаксем усрамалли правилăсене çирĕплетнĕччĕ. Вырăнсенче çакна темшĕн пит пăхăнсах каймаççĕ-ха. Тĕрĕссипе вара хуçасăр йытăсем обществăшăн пысăк ыйту кăларса тăратрĕç. Вĕсем ял çыннисене выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп тытса сиен кÿнипе пĕрлех хăрушă чир саракансем те пулса тăчĕç. Тĕслĕх вырăнне урни чирнех илер-ха: урни чирĕпе чирлĕ йытă çыртсан, çын çийĕнчех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илмесен, çак чиртен сывалма çук. Çакна шута илсе вырăнсенчи выльăх тухтăрĕсем йытăсемпе кушаксене урни чирĕнчен профилактика прививкисем тăваççĕ. Анчах çакă ялсенчи пур йытă-кушак та профилактика мероприятийĕсене лекнине пĕлтермест, мĕншĕн тесен районта паян хуçасăр йытă-кушак та нумай чупса çÿрет. Кунта ял тăрăх администрацийĕсен тивĕçлĕ йышăнусем тумаллах.

– Апла пулсан урни чирĕпе кĕрешесси – кулленхи тивĕç.

– Тĕрĕс, анчах хуравĕ пĕр пирĕн ĕçпе çеç çыхăнман. Ял тăрăхĕсенче миçе ĕне-выльăх е чăх-чĕп пулнине тĕп-тĕрĕс калама пулать пулсан, хуçасăр чĕр чунсене шутласан ялсенче миçе йытă-кушак пулни пирки тулли хурав çукрах. Çапла вара шута илмен йытăсем вакцинациленмесĕрех юлаççĕ те ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Ăна сирессипе вырăнсенче туллин ĕçлеççĕ теме çук-ха: йытă çыртнă тĕслĕхсене çине-çинех регистрацилетпĕр.

– Хуçасăр йытăсемпе пур çĕрте те пĕрешкелех кĕрешмеççĕ тесе калама та юрамасть-тăр?

– 2011 çул пуçланнă тĕле районта учета тăратнă 6630 йытăпа 8608 кушак, 9653 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланнă. Паян вĕсене урни чирĕнчен вакцинăласси пырать. Ял тăрăхĕсенче хуçасăр йытăсене тытассипе 12 бригада йĕркеленĕ. Вĕсен пĕрлехи вăйĕпе хуçасăр 247 йытăна сиенсĕрлетнĕ.

Пĕрне мухтаса теприне хурлани те кунта тĕрĕсех мар. Анчах чылай ял тăрăхĕнче ку ĕç çине алă сулни иккĕлле шухăш çуратать, урни чирĕнчен хÿтĕленме пĕрлехи тимлĕхе ÿстерме ыйтать. Кунта манăн Оринин, Юнкă, Çатракасси ял тăрăхĕсенче хуçасăр йытăсене тытассине йĕркелеменнине палăртсах хăварас килет. Хуçасăр йытăсем çак ял тăрăхĕсенче нумаййине шута илсен вырăнсенче ку ĕçе тăвасси паян та кая юлман тесе калатăп.

Хамăр ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçласа кăçал та эпир урни чирĕнчен хÿтĕленсе харпăрлăх формине пăхмасăр мăйракаллă шултра выльăхсене, йытăсемпе кушаксене профилактика прививки тума пуçлатпăр. Çавăнпа та ял çыннисен хăйсен килĕсенчи йытăсене прививка тăвассинчен сиктерсе хăварас марччĕ. Ял тăрăхĕсенче те йытăсем ирĕкре хуçасăр чупса çÿренине чарма тивĕçлĕ мерăсем йышăнасчĕ. Ахальлĕн йĕрке пăсакансене административлă майпа явап тыттарма тивĕ.

А. БЕЛОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика