Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыткăнри пурнăç та ăна хуçайман

04 мая 2011 г.

Тыткăнри пурнăç та ăна хуçайман

Юнкă ял тăрăхĕн территорийĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа 714 çын тухса кайнă. 393-шĕ вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçне хунă. 319 салтак тăван ене çĕнтерÿпе таврăнма пултарнă. Вĕсенчен пĕри – Кăпас ялĕнчи Петр Николаевич Прохоров.

Петр Николаевича 1940 çулта çар ретне илнĕ. Хăйĕн тивĕçне Хĕвел Анăç Украинăра Львово облаçĕнче пурнăçланă. 8 уйăхран вăрçă пуçланнă. Вăл 10-мĕш танк дивизийĕн мотострелоксен 10-мĕш полкĕнче пулеметчик пулса çапăçнă.

1941 çултах Львов облаçĕнче тыткăна лекнĕ. Çулталăк хушши тыткăна лекнĕ çар çыннисен лагерĕсенче Луцк, Холле, Вицендорф, Хетфельд, Санпостоль хулисенче пулнă. Кайран Шварценберг хулинчи чăвашсен ятарлă лагерьне лекнĕ, нимĕç помещикĕн хуçалăхĕнче ĕçленĕ.

Салтак ирĕке тухас ĕмĕт-шухăшпах пурăннă. Вăл хăйĕн юлташĕсемпе икĕ хутчен тыткăнран тарнă. Анчах вĕсене тытнă, каллех лагере тавăрнă. 1945 çулхи майăн 4-мĕшĕнче вĕсене Америка çарĕсем ирĕке кăларнă.

Петр Прохоровăн 222-мĕш Çурçĕр строй полкĕнче фильтраци витĕр тухма тивнĕ. 1947 çулта тăван яла таврăннă. Мăшăрĕпе 2 ывăлпа 3 хĕр пăхса ÿстернĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн 8 мăнук тата 4 прамăнук. Хăйĕн савăнăçне ветеран вĕсенче курать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика