Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сезонлăх ĕç тесе шутламастăп»

05 мая 2011 г.

«Сезонлăх ĕç тесе шутламастăп»

Пирĕн районта строительство ĕçĕсене çулленех сахал мар туса ирттереççĕ. Çурхи кунсем çитсе килнĕ май вĕсем каллех анлăн пуçăнмалла. Тĕрĕссипе вара строительство ĕçĕсем хĕл кунĕсенче те чарăнмаççĕ. Хĕлле çул-йĕр тума май çук пулин те çурт-йĕр тăвасси чарăнмасть. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир Германович НИКИТИНПА тĕл пулнă май районта пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсем мĕнле пыни, çитес вăхăтра умра тăракан задачăсем пирки сăмах пуçартăм.

– Владимир Германович, малтанах иртнĕ çул районта пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе мĕнле ĕçлесе пынă пирки пĕлес кăмăл пур.

– Çынсене йĕркеллĕ хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси, ялсенче çурт-йĕр çĕклекен уйрăм çынсене строительство ĕçĕсене туса ирттерме пулăшасси умра тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ задача пулса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки вăхăтра ку ыйту çине çĕр-шыв Президенчĕ те, Правительство та пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эпир те унăн пĕлтерĕшне ăнланмастпăр мар. Çавна май районта çурт-йĕр строительствин ĕçĕсем хĕл кунĕсенче те чарăнмаççĕ. Ялсенчи уйрăм çынсен ку енĕпе майсем çукрах пулин те строительство ĕçĕсене сезонлăх япала тесе шутламастăп. Тĕслĕх шырама инçе каймалла мар. Муркашри Парк урамĕнче строительство ĕçĕсем паян та анлă сарăлнă. Кунта куç умĕнчех çĕнĕ микрорайон çĕкленет тесен те тĕрĕсех.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан вара районта çулленех çурт-йĕр кăна мар, социаллă сфера объекчĕсем те сахал мар çĕкленеççĕ, çулсем тăваççĕ тата юсаççĕ, капиталлă юсав ĕçĕсем хыççăн модернизациленĕ база культура çурчĕсем хута каяççĕ. Иртнĕ çул мĕн пур финанс çăл куçĕсемпе усă курса инвестици ĕç-хĕлне аталантарма пĕтĕмпе 504 миллион тенкĕ уйăрма май килчĕ. Пĕтĕмпе 27473 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, вăл шутран 24306,3 тăваткал метр – харпăр хăй шучĕпе.

– Кунта пысăк калăпăшлă строительство ĕçĕсем пурнăçлакансене те асăнса хăварни вырăнлă пулĕ.

– Чи малтанах «МСО «Моргаушская» хупă акционер обществине, «СМУ–58» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна, вĕсен ертÿçисене В.Н. Семеновпа О.Ю. Васянина ырăпа палăртса хăварнă пулăттăм. Çак организацисен ĕçченĕсем – производствăпа техника пайĕн пуçлăхĕ В.Б. Суворова, каменщиксен бригадирĕ Г.Е. Петров, автокран машинисчĕ П.А. Аргандеев, А.В. Максимов монтажник, Э.А. Смирнов платник та хăйсене лайăх енчен кăна кăтартса параççĕ.

– Владимир Германович, пĕтĕмĕшле çурт-йĕр строительствинче харпăр хăйĕн вăйĕпе çурт тăвасси палăрăмлă вырăн йышăнать. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ха;

– Çапла, хăйсен вăйĕпе çурт-йĕр çĕклекенсем районта сахал мар. Унта та кунта çĕнĕ урамсем ÿсе-ÿсе лараççĕ. Апла пулсан ялсен малашлăхĕ çук мар, çамрăксем хушшинче ялти пурнăçа суйласа илекенсем йышлă. Ку енĕпе «Гражданам России – доступное и комфортабельное жилье» программăна пурнăçа кĕртсе пынă май çынсене строительство ĕçĕсем валли социаллă тÿлевсемпе пулăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

«Социальное развитие села до 2012 года» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн вара ялсенче çурт-йĕр тума е туянма 14 çамрăк çемьепе çамрăк специалиста пĕтĕпе 7616 пин тенкĕ, 15 граждана пĕтĕмпе 6383 пин тенкĕ уйăрса панă.

ЧР Президенчĕн 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче йышăннă 51 " «О мерах по усилению государственной поддержки молодых граждан в Чувашской Республике» Указне тĕпе хурса вара икĕ çамрăк çемьене социаллă тÿлевпе 900 пин тенкĕ республика бюджетĕнчен, 47 пин тенкĕ вырăнти бюджетран тивĕçтернĕ.

– Паллă ĕнтĕ, пурте паян хăй тĕллĕн строительство ĕçĕсене туса ирттерейменни тĕрĕсех. Стройматериалсен хакĕсем те «çыртаççĕ». Тÿлевсĕр социаллă çурт-йĕре тивĕçлисен ыйтăвĕсене татса парасси пирки мĕн каланă пулăттăр;

– Акă Оринин ял тăрăхĕнчи тăлăх М.Н. Зайцева пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен учетĕнче тăнăччĕ. Иртнĕ çул пурăнма кирлĕ пÿлĕм туянма ăна республика бюджетĕнчен 742 пин тенкĕ уйăрса панă. Çав тĕллевпех Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă Яковлевсен çемйи валли те республикăран 1520 пин тенкĕ уйăрнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем пысăк тимлĕхре пулнине палăртмалла. Вĕсен çурт-йĕр условийĕсене тĕрĕслесех тăратпăр, тивĕçлисене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермеллисен учетне илетпĕр. Çак вăхăта учетра тăракан 190 вăрçă участникĕпе тăлăх салтак мăшăрĕнчен 136-шĕ свидетельствăсем илсе хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă ĕнтĕ.

Граждансене пурăнма юрăхсăр кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçарас тĕлĕшпе йышăннă программа та пурнăçланать. Программăна пурнăçлама 42 миллион тенкĕ уйăрнă, строительство ĕçĕсене Муркашра, Москакассинче, Мăн Сĕнтĕрте туса ирттернĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ иртнĕ çул Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте çуртсене капиталлă юсассипе ĕçлерĕ. Ку тĕлĕшпе 1,1 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă: çуртсен çийĕсене юсанă, водопровод, канализаци системисене, электрохуçалăха йĕркене кĕртнĕ.

– Çулсене пурнăç артерийĕсемпе ыт ахальтен танлаштармаççĕ пулĕ. Çул-йĕр строительствине мĕнле хак пама пулать-ши;

– 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕтĕмĕшле пурте усă куракан çулсем 418 километр, вăл шутран федераллă пĕлтерĕшлисем 27 километр, республика пĕлтерĕшлисем 96,8 километр, район пĕлтерĕшлисем 201 километр, ял тăрăхĕсенчи ялсенчи çулсем асфальт сарнисем 94 километр тата ахальлисем 268 километр. Иртнĕ çул «Волга» – Кăпас, «Волга» – Вăрăмой çулсене юсанă, 10549 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Автоçулсемпе сооруженисене тытса тăма 16,6 миллион тенкĕ уйăрнă.

В.А. Павлов ертсе пыракан «ДЭП–146» ĕçченĕсем – Ю.А. Савельев водитель, погрузчик машинисчĕсем П.И. Уткинпа И.Г. Федоров, çул-йĕр рабочийĕ Е.А. Касеев, М.А. Златоусов ертсе пыракан «ГПС–1» ĕçченĕсем – бульдозер машинисчĕ Н.И. Осипов, погрузчик машинисчĕ В.В. Волков, çул-йĕр рабочийĕ Н.Г. Григорьев, В.Г. Ильин ертсе пыракан «Водстрой» ПМК ĕçченĕсем – погрузчик машинисчĕ В.Ю. Владимиров, çул-йĕр рабочийĕ Г.Н. Емелькин пирки ытлашши сăмах вакламасăрах ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ темелле.

– Сирĕнпе тĕл пулнă май районти хальхи вăхăтри экологи лару-тăрăвĕ пирки ыйтса пĕлмесен те тĕрĕс пулман пулĕччĕ.

– Ку енĕпе районта ырă улшăнусен тапхăрĕ пуçланнине шанас килет. Йăла каяшĕсен ятарлă полигонĕн пĕрремĕш черетне хута яма май килчĕ. Вăл иртнĕ çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕтĕмпе 30629 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Подряд организацийĕсем умĕнчи парăм татах 13038 пин тенкĕ. Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ полигонпа усă курма лицензи илнĕ. Полигон ĕçлеме тытăннă май санкцилемен 12 свалкăна пĕтернĕ, 7667 кубла метр çÿп-çап тата каяш тиесе тухнă.

Территорисене тирпей-илем кĕртессипе, йывăçсем лартассипе уйăхлăхсем тăтăшах ирттернĕ. 8 гектар çинче пĕтĕмпе 30 пин ытла йывăç лартса хăварнă. Учитель çулталăкĕ ячĕпе учительсен аллейине йĕркеленĕ, 3 çăл куç йĕркене кĕртнĕ, 69 çăл юсанă тата çĕнĕрен тунă, 48 пĕвене тасатнă. 2010 çул итогĕсемпе ялсене тирпей-илем кĕртессипе республика конкурсĕнче Мăн Сĕнтĕр ялĕ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Çавна та каласа хăварнă пулăттăм. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те çÿп-çап пуçтарнă май уйрăм çынсем ăна михĕсене тултарса çул хĕррисене, автобуссем чарăнмалли вырăнсене кăлара-кăлара лартма тытăнчĕç. Хамăн таса пултăр, ытти мана кирлĕ мар теççĕ пулмалла. Ку йĕркеллĕ пулăм мар. Кун пекех пулсан тирпейлĕхшĕн çапла майпа «тăрăшакансене» штрафлама та тивĕ.

Çапла, туса ирттернĕ ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Апла пулин те татса памалли ыйтусем те умра сахал мар-ха. Ку енĕпе пĕр-пĕрне ăнланса, малашлăха пăхса ĕçлесе пыни аталану çулĕпе ăнăçлăрах утăмлама май парĕ.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика