04 мая 2011 г.
Хирте ĕç шавĕ ÿссе пырать
Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çак чăнлăха пурнăçа кĕртсе паян районти пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче те ака-суха ĕçĕ вăй илсе пырать. Акă çу уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне Юнкă ял тăрăхĕнче вырнаçнă «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 20 гектар çинче çурхи тулă акса та хăварчĕç.
– Ĕç калăпăшĕ пысăк-ха. Вĕсем вара кашниех вăхăтра пурнăçлассине ыйтаççĕ. Çур акине тĕплĕ хатĕрленнĕрен нихăш ĕçрен те çывăрса юлмасса шантарсах калатăп, – терĕ телефонпа çыхăнса илсен общество ертÿçи В. Кондратьев. Унăн сăмахĕнчен обществăн кăçалхи çур акире 300 гектар çуртрисем, 115 гектар çĕр улми, 26 гектар пахча çимĕç акса-лартса хăвармалли палăрчĕ.
Çĕр ĕçченĕсем çур акине хатĕрри «Свобода» хуçалăхăн паркĕнче тата хирте нÿрĕк тытассипе ĕçлекенсем патĕнче пулсан та яр уççăн курăнчĕ. Акă сÿре агрегатне Т-150 трактор çумне сыпăнтарассипе тăрмашакан Александ Ишаков трактора ĕçлеттерсе ячĕ. Кĕçех унпа пĕрле ĕçлекен Сергей Даниловпа Геннадий Иванов механизаторсем хăйсене шанса панă ДТ-75 «хурçă утсемпе» хире тухса кайрĕç. Вĕсем паян нумай çул ÿсекен курăксен пуссине сÿрелесе нÿрĕк тытассипе вăй хураççĕ.
– Çĕртме сухи çине кĕрсе кайма çĕр пулсах çитеймен-ха. Апла пулсан ытти ĕçсене кая хăвармасăр пурнăçламалла. Çак тĕллевпе ĕçлетпĕр те. Иртнĕ кунсенче, тĕслĕхрен, Р. Якимов механизатор Т-150 трактор хыçне УДА-3,1 агрегат çаклатса 15 гектар йышăнакан купăста анине пĕрремĕш хут ĕçе хатĕрлерĕ, – терĕ ĕнер сÿреленĕ хир еннелле тинкерсе хуçалăхăн тĕп агрономĕ А. Блинов.
Çур аки ĕçĕсем анлăланса пыни чуна савăнтарать.
А. БЕЛОВ.