Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç лартар

04 мая 2011 г.

Йывăç лартар

Паян кашни ял тăрăхĕнчех 20-50 çул каялла лартнă вăрман тăрăхĕсем пур. Нумай уй-хирсене сухаласа тăманран çав вăрмансем çывăхĕнчи хирсене те вăрлăх акăннипе шăтнă калчасенчен çамрăк вăрмансем пусса илме пуçларĕç. Çырма-çатрасене, çулсен хĕррисене йывăçсем лартма тăрсан йывăç калчисене, укçа парса иличчен, çав çамрăк чăтлăхсенчен кăкласа килсе лартни тăван ене татах та илемлетме пулăшни пирки манас марччĕ. Хăвăр юратнă йывăç калчисем кирлех пулсан вара вĕсене Ивановкăри питомникран туянма май пур. Кунта хурăн, хыр, чăрăш, лиственница т. ыт.те хунавĕсем пур.

Г. СИМАКОВ,

район администрацийĕн

тăван тавралăха

сыхлакан специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика