04 июня 2011 г.
Асамлă ташă тĕнчинче
Москакассинчи Культура çуртĕнче 2-мĕш çул ĕнтĕ искусство шкулĕн «Калинка» тĕслĕх ташă ушкăнĕ хăйĕн ташă уявне чаплăн паллă тăвать. Канмалли кун Культура çурчĕ ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе лăках тулса ларчĕ. Концерт программине Алина Волкова уçрĕ. Асамлă ташă пирки тĕплĕн каласа пачĕ куракансене.
Уяв программине вара Москакассин илĕртÿллĕ те чипер пикисем илемлĕ чăваш ташшипе уçрĕç. Чылайччен савăнтарчĕç куракансене «Калинка» ташă ушкăнĕнчи ташлакансем. Ташăсем хушшинче вара кăçал «Мехеле» хутшăннă Даша Макарова хăйĕн шăнкăрав пек сассипе пурин чĕрине те тыткăнларĕ.
Çак пултаруллă ушкăна 17 çул ĕнтĕ И.В. Петрова ертсе пырать. Чăнах та унăн пултарулăхĕ пурне те тĕлĕнтерет. Паллах çак çи-пуçа çĕлеме спонсорсем пулăшрĕç. Çавăн пекех вĕсем пулăшнипех пĕлтĕр те, кăçал та темиçе хутчен тĕрлĕ халăхсем хушшинче Раççей тата республика шайĕнче Хусанта, Чулхулара тата Шупашкарта ирттернĕ конкурссене хутшăнма пултарчĕç.
Çак ташă ушкăнĕпе Хусана конкурса кайнă Наталья Александровна Миронова сăмах илчĕ. Çав тери пултаруллă ташă ушкăнĕсем хушшинче «Калинка» ташă ушкăнĕ Чăваш Республикин ятне çÿллĕ шайра кăтартма пултарнине савăнса каласа пачĕ.
Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă концерт программине ял тăрăхĕн ертÿçи А.Н. Матросов, район администрацийĕн представителĕ А.В. Краснов ăшă кăмăлпа пăхрĕç, пултарулăх ушкăнне тав сăмахĕ каларĕç. Чи пысăк тав сăмахĕ вара И.В. Петрова ячĕпе пулчĕ. Апла пулсан малашне те ăна пысăк çитĕнÿллĕн ĕçлесе пыма тулли вăй-хал сунар!
Эпир, куракансем, чăннипех те асамлă ташă тĕнчинче пулса куртăмăр. Кун пек уявсенче пулма эпир яланах хавас.
Г. ГОЛУБЕВА,
Культура çурчĕн ертÿçи.