Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 13 улмуççи лартса хăварчĕ

04 июня 2011 г.

13 улмуççи лартса хăварчĕ

...Çатракасси ял тăрăхĕнчи Çĕньял Хуракассинче пурăнакан Вера Сергеевна Якимова хĕвел ансан çеç хăйсен килĕ умне çитрĕ. Машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен районти конкурсĕнчен таврăнчĕ вăл.

«Свобода» хуçалăхăн Çатракассинчи сĕт ферминче ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе техник-осеменаторта пĕрремĕш çул мар ĕçлет вăл. Ответлăха çирĕп туйнишĕн пĕрле ĕçлекенсем те, ĕне пĕтĕлентерме ялтан пыракансем те хисеплеççĕ Вера инкене. Кашнинпех шăкăл-шăкăл калаçма сăмах тупать вăл. Пурин ыйтăвне те килĕшÿллĕн тивĕçтерме тăрăшать.

Пурнăç тикĕс килмест çав. Вера Сергеевна вăхăтсăрах мăшăрне те, ывăлне те çухатрĕ. Çак хуйха чăтса ирттерме ăна икĕ хĕрĕпе 5 мăнукĕ вăй-хал пачĕç. Сăн-питре хуйхă-суйхă тарăн йĕр хăварнă пулин те В. Якимова шÿтрен пăрăнмасть. Ĕç-хĕл патне те алли усăнмарĕ ялти хĕрарăмăн. Кил хуçалăхра паян ытларах пĕччен пулсан та вăл нихăш ĕçе те ырана хăвармасть.

Ултă çул тăван хуçалăхра техник-осеменаторта вăй хунипе пĕрлех Вера килти хушма хуçалăхра та ĕне тытать. Ĕнепе пĕрлех кил картинчи 4 сурăхпа 4 сысна, чăх-чĕп паян хуçалăха илем кÿреççĕ. Ял хĕрарăмĕ выльăх усранипе çеç лăпланмасть. Унăн пахчи те хăйне евĕр илемлĕх утравĕ. Чун илемĕшĕн ÿстерекен нумай тĕрлĕ чечек кăçал лартнă 13 улмуççие те, самай лаптăк йышăнакан çĕр çырлине те хăйне евĕр сăн, пахчана хăт кĕртет.

Çак илемлĕх таврашĕнче йăранĕ-йăранĕпе ыхри-суханĕ, кишĕрĕ-помидорĕ, хăярĕпе купăсти ÿсни Вера Сергеевна ял хĕрарăмĕсенчен пĕрлешÿллĕ хуçалăхри пекех килти хушма хуçалăхра та кая юлманнине çирĕплетеççĕ кăна. Канмалли кунсенче е уявсенче çак йăрансем хушшинче 5 мăнук чупса çÿрени вара – пурнăç пуянлăхĕ. Çакна ĕçчен хĕрарăм хирĕçлемерĕ.

Çапла вĕçлерĕмĕр эпир хамăр калаçăва.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика