04 июня 2011 г.
Чăх-чĕп фабрикинче вăй хурать
Муркаш енри ĕçченсем хăйсен пултарулăхĕпе вуншар çул ĕнтĕ республикăра ырă ят тытса тăраççĕ.
Н. Ванеркин ертсе пыракан «Муркашри чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă общество çăмарта туса илессине çулсеренех ÿстерсе пырать. Çакна валли пĕлтĕр кăна кунта чăхсене нумай яруслă оборудованисенче тытма 2 цеха модернизациленĕ. Çулталăк хушшинче фабрика ĕçченĕсем чăх какайне суту-илĕве кăлариччен тирпейлемелли цеха ĕçе кĕртнĕ. Çак çĕнĕлĕхсем фабрикăна иртнĕ çул çăмарта туса илессине унчченхинчен 1,8 процент ÿстерсе 58 миллион штука çитерме май панă.
Роза Евгеньевна Краснова чăх пăхаканăн фабрикăри ĕç стажĕ 18 çул. Мăшăрĕпе Сергей Владимировичпа вĕсем 33 пин пуç ытла чăх-чĕп пăхаççĕ. Кунсерен кашни чăх пуçне пĕршер çăмартана яхăн илеççĕ.
– Тăватă яруслă оборудовани вырнаçтариччен эпир çак сарайĕнче 12 пине яхăн чăх çеç тытнăччĕ. Фабрика ертÿçисен тавракурăмне пула цеха сармасăрах чăхсен йышне ÿстертĕмĕр. Çăмарта илесси те халĕ виçĕ хута яхăн ытларах. Çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртни газ, электричество тăкакĕсене те сахаллатрĕ. Çапла вара тупăш ÿсни куç умĕнче. Ăна кура ĕçлес кăмăл та пысăк, – терĕ тирпейлĕ цех тăрăх иртнĕ май Роза Евгеньевна.