Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йÿçкассинче чиркÿ ĕçлеме пуçларĕ

04 июня 2011 г.

Йÿçкассинче чиркÿ ĕçлеме пуçларĕ

Иртнĕ кĕçнерни кун православи тĕнне ĕненекенсем Христос Турă çÿле çĕкленнине паллă турĕç. Çак кун Йÿçкассинчи Христос Турă çÿле çĕкленнин чиркĕвĕнче шыва светить туса пĕрремĕш кĕлĕ иртрĕ. Чиркĕве çак кун халăх йышлă пуçтарăнчĕ: ваттисем те, çамрăксем те, ачасем те. Уяв кĕллине çавăн пекех Етĕрне хулин благочиннăйĕ Сергий атте, район пуçлăхĕ, Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов мăшăрĕпе Алевтина Григорьевнăпа, Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Н. Иванов, «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов, Йÿçкасси чиркĕвĕн старости З.М. Кутузов тата ыттисем те килчĕç.

Кĕлĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тата «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов Николай аттене тата чиркĕве çÿрекенсене Христос Турă çÿле çĕкленнĕ праçник ячĕпе тата Йÿçкассинчи чиркÿре кĕлĕсем ирттерме пуçланă ятпа саламларĕç. Юрий Александрович чиркĕве чăвашла Библи парнелерĕ.

Чиркĕве килекенсем çак кун Йÿçкассинчи чиркÿ ĕçлеме пуçланишĕн чунтан савăнни палăрчĕ. Çак ялти шкултан 1961 çулта вĕренсе тухнă А.Н. Никитин чиркĕве Шупашкартан ятарласах килнĕ.

– Чăннипех савăнатăп чиркÿ ĕçлеме пуçланăшăн. Ăна тума та май килнĕ таран пулăшрăм, – терĕ вăл.

Аркадий Никитич инженер-металлург. Шупашкарти промтракторсем тăвакан заводра ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ. Самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, çак енĕпех тренер та. Тÿрех килмен ун патне пурнăçра хăй тунă çак çитĕнÿсем. Службăра шыв айĕнчи лодкăпа çÿренĕ. Йывăрлăхран хăраман. Каярахпа пĕр вăхăт эрех серепине çакланнă вăхăт та пулнă.

– Хама çак сиенлĕ йăларан хăтăлма пулăшма ыйтаттăм Турăран. Илтрĕ. Пулăшрĕ. Çын чун-чĕререн ĕненсе Турăран пулăшу ыйтсан, вăл илтет, пулăшать, – тет вăл.

Йÿçкасси шкулĕнче ĕмĕр тăршшĕпех вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ А.Н. Васильева та питĕ кăмăллă чиркÿ ĕçлеме пуçланăшăн. Чиркĕве вăл хăй тĕрленĕ турăшсене парнелерĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика