01 июня 2011 г.
Сăвăсран асăрханăр
Апрель уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа пĕрремĕш сивĕсем пуçланичченех сăвăссем питĕ активлă. Май – июнь уйăхĕсенче вара вĕсем уйрăмах çивĕч. Паян сăмах сăвăссенчен сыхланасси пирки. Рубрика хăни – Муркашри тĕп больницăн эпидемиолог врачĕ Г.Г. СОКОЛОВА:
– Ÿте тăрăннă сăвăса курсан хăшĕсем пĕлнĕ-пĕлмен кăлараççĕ, теприсем хăраса ÿксе нимĕн тума аптăраççĕ. Çак лару-тăрура медицина пулăшăвĕ ыйтмалла е сăвăса ÿтрен мĕнле кăлармаллине лайăх пĕлсен çеç хăвăр тĕллĕн кăлармалла.
Сăвăс тирĕннĕ çынна кая юлмасăр медицина пулăшăвĕ памалла. Çийĕнчех май çук пулсан та пулăшу парассине виçĕ кунран ирттермелле мар.
Сăвăс тирĕннĕ вырăн шыçса хĕрелет. Ку вăл организмăн реакцийĕ. Çак хурт-кăпшанкă ÿте тирĕнсе юн ĕмни çын тÿрех энцефалитпа чирлеме пултарнине пĕлтермест. Апла пулин те сăвăса кăларнă хыççăн врач сĕннĕ препаратсемпе усă курмаллах.
Сăвăссем вăрмансемпе парксенче тĕл пулаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ юнашар çын е чĕр чун иртсе каясса курăк çинче е çĕр çинче кĕтсе ларать. Кун пекки «çаклансан» сăвăс ун çинче чылай вăхăт хушши тăрăнмалли меллĕ вырăн шырама пултарать.
Çавăнпа та сăвăссем пулма пултаракан вырăна кайма пуçтарăнсан уçă атă-пушмак ан тăхăнăр, шăлавар пĕççине те чăлхасем ăшне чикĕр. Ÿт çине хурт-кăпшанкăна хăратакан репеллентсем сĕрме пултаратăр. Вăрмантан таврăнсан вара вĕсене çуса ямалла.
Çутă тĕслĕ çи-пуç çинче сăвăса курма çăмăлрах. Вăрмантан таврăнсан çи-пуçпа пĕрлех ÿт-пĕве те асăрхасах пăхăр. Çак пĕчĕк, темиçе миллиметрлă хурт-кăпшанкă юн ĕмсе çитернĕ хыççăн «ÿсет».
Енчен те сăвăссем пур вырăнта час-часах пулма тивет пулсан сăвăс энцефалитĕнчен прививка тума юрать.