01 июня 2011 г.
Ял халăхĕн хуйхи манăн чуна та ыраттарать
«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн хисеплĕ ĕçченĕсем, эсир ял çыннисен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатса панă май вĕсен савăнăçĕпе пĕрлех хуйхине те хăвăр чĕре витĕр кăларатăр. Чăтăмлăх та çирĕплĕх Турă патăр сире. Эпир хавас эсир яланах пирĕнпе пĕрле пулнишĕн. Эпир, ялти ватă çынсем, час-часах тухса çÿрейместпĕр. Çавăнпа та хамăр район хаçачĕн кашни номерĕ килессе кĕтетпĕр.
Хаçатăн 30-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Пирĕн чун ыратăвне туйсан тем пекехчĕ» статьяна вуласа тухнă хыççăн хамăн чун ыратăвне, хамăн чун ыратăвне анчах мар, хамăр урамра пурăнакан пурин чун ыратăвне, пирĕнпе тачă çыхăну тытакан пĕртен-пĕр хаçата çырса пăхас терĕм.
Пирĕн Турхан ялне эпир çамрăк вăхăтра Мăн Турхан тетчĕç. Ялĕ чăнах та пĕчĕкех мар, икĕ урам. Анчах та икĕ урама тарăн çырма уйăрса тăрать. Пĕр урамăн вĕçĕнче сысна ферми вырнаçнă, 40 çул каяллах ку урама башньăран шыв килсе тăрать. Иртнĕ çул ку урама асфальт çул сарса пачĕç. Пирĕншĕн вара, тепĕр урамра пурăнакансемшĕн, башньăри шыв та, такăр асфальт çулĕ те çук, Шупашкара каякан аслă çултан пĕр çухрăмра анчах пурăнатпăр пулин те.
Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕнпе юнашар ялтан. Вăл ял хуçалăх министрĕ пулнă чухнех хăйсен ялне пырса кĕме асфальтлă çул тутарчĕ, темиçе çырма чăрмав пулнă пулсан та. Малтанхи пек çырмана 600-700 метра çити шыв ăсма çÿремеççĕ юнашар ялсем, вĕсен шыв башни пур.
Хамăр ял тăрăхĕн пуçлăхне хурлас килмест, вăл яланах вырăнти ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас, çăмăллатас тесе района, Шупашкара çитсе килет. Район пуçлăхне Иванов Юрий Александровича та ăнланма пулать. Хам пĕрре анчах мар районти пухусенче пĕрле пулнă, унăн та татса памалли ыйтусем питĕ нумай.
Эпир те хамăра хамăр лайăхрах пурнăçпа пурăнма тивĕçлĕ çынсемех тесе шутлатпăр, пирĕн те ватлăхра та пулин кăшт канлĕрех пурăнса курас килет. Хам пирки илсе каласан эпĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра вăй хурса ĕç ветеранĕн медальне илме тивĕç пултăм.
Халĕ ĕнтĕ пире, тивĕçлĕ канăва тухнă ватă çынсене, шывĕ те, çулĕ те нумаях кирлĕ пулас çук. Ачасем пур, вĕсене кăшт канлĕрех усрас килет.
Пирĕн таса чĕререн тухакан ыйтăва пурнăçа кĕртессе, пирĕн чун ыратăвне туясса шанас килет.
Турханăн тÿлек те лăпкă урамĕнче пурăнакансем ыйтнипе Нина КУДРЯВЦЕВА.