Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятмансем шÿрпе те пĕçернĕ, сăрине те вĕретнĕ

01 июня 2011 г.

Ятмансем шÿрпе те пĕçернĕ, сăрине те вĕретнĕ

Иртнĕ вырсарни кун Ятмансем ял уявĕнче савăнчĕç. Çак уява ирттересси кунта ырă йăлана кĕчĕ темелле: кăçалхипе виççĕмĕш хут иртрĕ вăл.

Клуба халăх лăк туллиех пухăнчĕ. Вырăнти клуб çумĕнче йĕркеленнĕ художество пултарулăх ушкăнĕ, Мăн Токшикри клуб çумĕнчи халăх ятне илнĕ «Тăванлăх» юрăпа ташă фольклор ушкăнĕ уява илемлĕх парнелерĕç, халăха савăнтарчĕç.

Вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕ тыл ветеранĕсене те уявра чысларĕç – хĕрарăмсене тутăр çыхса ячĕç.

Ал ĕç выставки тата еплерех илемлĕ пулчĕ. Темĕн тĕрлĕ ĕçпе те паллашса маçтăрсен ăсталăхĕ çÿллĕ шайрине палăртрĕç куракансем.

Тутлă какай шÿрпипе, ятарласа уяв валли вĕретнĕ чăваш сăрипе пурне те хăналарĕç кунта.

Хĕвеллĕ те ăшă çанталăкра Мăн Сĕнтĕрти «Картина» эстрада ушкăнĕ Ятмансене ташă каçĕ парнелерĕ. Пуринче те савăк кăмăл сисĕнчĕ.

Ял уявне ирттерессинчен культура ĕçченĕсем кăна мар, ял старости те, районти тата вырăнти депутатсем те, çак тăрăхран тухнă предпринимательсем те аякра тăрса юлмарĕç. Йĕркелÿ ĕçĕнче те тăрăшрĕç, халăха та саламларĕç.

Р. ИВАНОВА,

Ятманти клуб администраторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика