01 июня 2011 г.
«Тĕнче ырă çынсемсĕр мар»
Июнĕн 1-мĕшне календарьте Ачасене хÿтĕлемелли кун тесе палăртнă. Анчах та мĕнрен тата камран хÿтĕлемелле-ха паян ачасене? Çак ыйтăва район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ачалăха хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен тĕп эксперт специалистне
И.С. КАБУРКИНĂНА хуравлама ыйтрăмăр:
– Темĕнрен те хÿтĕлемелле ачасене, малтанах – сÿрĕк те тимсĕр, ачисемшĕн тăрăшман ашшĕ-амăшĕнчен. Вĕсен чунсăрлăхĕнчен, вĕсем эрех-сăрана парăннинчен, ачисене йĕркеллĕ аталанса ÿсме майсем туса паманнинчен.
– Ачасен саккунлă хăш прависене ытларах пăсни курăнать;
– Вĕсен çурт-йĕр прависене, интересĕсене хÿтĕлеме тивет. Ытларах вара ачасен йĕркеллĕ условисенче пурăнмалли, аталанса ÿсмелли прависене пă-саççĕ. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пачах та интересленмест, апат пĕçерсе çитерме те вăхăт çук вĕсен. Ачасене йĕркеллĕ тумтир, атă-пушмак кирлĕ. Çакна валли укçа çук. Анчах та çемьесенче пулнă чух мĕн куратпăр-ха: сĕтел çинче çимелли çук, кĕленче яланах пур.
Акă иртнĕ кунсенче пĕр ачана вăхăтлăх реабилитаци палатине вырнаçтарма тиврĕ: амăшĕ тăтăшах ĕçет. Унтанпа пĕр кун кăна иртмерĕ – ачана амăшĕ илсе каймасть-ха. Урăлман ĕнтĕ.
Йĕркесĕр çемьесем нумай. Пĕрисене учета илме, теприсене пăрмай контрольлесе тăма тивет.
– Çапах та ачасен шăпишĕн пăшăрханакансем пурах вĕт-ха;
– Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çак ыйтăва аякка тĕртсе хăварманни те лайăх. Манăн уйрăмах Мăн Сĕнтĕр, Юнкă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ĕçне ырлас килет. Вĕсем яланах çак çемьесенче пулаççĕ, унти лару-тăрупа кăсăкланаççĕ. Ильинка, Москакасси, Хорнуй, Шетмĕпуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те тăрăшаççĕ.
Ялти çынсем те пĕр-пĕр çемьери лару-тăру йывăррине телефонпа шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Ку та лайăх. Анчах та хăйсем тĕллĕн тÿрех пулăшу парас текенсем вара çукпа пĕрех темелле.
Район территорийĕнче опекăна илнĕ 67 ача пурăнать, 22 ача – усрама илнĕ çемьесенче, 11 ачана ывăллăха илнĕ. Апла тĕнче ырă çынсемсĕр мар темелле.
Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.