01 июня 2011 г.
Сывă пул, юратнă «Золушка»!
Майăн 27-мĕшĕ Орининти «Золушка» ача садĕнче ытти кунхинчен илемлĕрех те шавлăрах иртрĕ: аслă ушкăна çÿрекен ачасем ача сачĕпе сыв пуллашрĕç. М.А. Воробьева, С.Н. Карасева воспитательсем, А.И. Налимова кĕçĕн воспитатель нумай çул пĕрле пулнă «çăлтăрсене» шкула ăсатрĕç. Хумханчĕç те, хурланчĕç те, савăнчĕç те вĕсем çак кун: ушкăнри 22 ачара вĕсен ĕçĕ те, амăш юратăвĕ те, ырлăхĕ те, телейĕ те, савăнăçĕ те. Вĕсенчен 12-шĕ сентябрьте парта хушшине ларĕ.
Ача сачĕн ертÿçи Л.И. Федотова ачасене саламласа дипломсемпе парнесем пачĕ. Кĕçĕн ушкăнри ачасем те аслисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанса ÿсчĕр тесе воспитательсемпе пĕрле музыка ертÿçи В.Г. Иванов, ташă вĕрентекенĕ А.С. Каликов нумай тăрăшрĕç. Тавах вĕсене.
Ачасем хăйсен пултарулăхне юрă-ташăра кăна мар, вулама, шутлама пĕлнинче те, уçă е хупă сасăсене уйăрма пĕлнинче те кăтартса пачĕç. Чăваш Президенчĕ кам пулнине те пĕлеççĕ. Мĕн кирлĕ ĕнтĕ унтан ытла пире, ашшĕ-амăшне, воспитательсене; Ачасен сывлăхне куллен тĕрĕслесе тăнă медицина сестрине те, тутлă апат пĕçерсе çитернĕ поварсене те, хуралĕсене те тав сăмахĕ калатпăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, чăтăмлăх сунатпăр, пултарулăх ĕçĕнче – ăнăçу, ачасен юратăвне, ашшĕ-амăшĕсен хисепне тата пулăшăвне.
Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе
В. ВЕРШКОВА.