Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк техосмотрсăр

01 июня 2011 г.

Çулталăк техосмотрсăр

Майăн 25-мĕшĕнче РФ премьер-министрĕ Владимир Путин правительство постановленине алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 2011 çулта техосмотр тăратмалли вăхăт тухакан автотранспортпа прицепсенне çак тапхăра 12 уйăха тăсаççĕ.

Кунсăр пуçне çĕнĕ автомобильсем валли техосмотр талонне унăн техника шайне тĕрĕслемесĕрех парĕç.

Уйăха яхăн каялла Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев граждансенчен çăхавсем нумай пулнă май техосмотр тăратассине ансатлатма хушнăччĕ. Майăн 18-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире вара вăл çитес çултан тытăнса автомашинăсене техосмотр тăратассине МВД компетенцийĕнчен кăларасси, çакна ОСАГО полисĕ илессипе пĕрлештересси пирки пĕлтернĕ. ОСАГО килĕшĕвне тунă чухне автомашина епле шайра пулнине кăтартакан уйрăм талон та парĕç. РФ Президенчĕ каланă тăрăх çĕнĕ автомашинăсене 3 çул хушши обязательнăй йĕркепе техосмотр тăратассинчен хăтарĕç. 3–7 çул каялла кăларнă автомашинăсене икĕ çулта пĕр хут, ыттисене çуллен техосмотр тăратмалла пулĕ.

Çĕнĕ правилăсем кăçалхи июнĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика