Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕçĕсем çуллана куçаççĕ

01 июня 2011 г.

Уй-хир ĕçĕсем çуллана куçаççĕ

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайне тăратнă оперативлă кăтартусемпе çу уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне Муркаш енче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акас ĕç вĕçленнĕ. Хуçалăхсем çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнипе пĕтĕмпе 9005 гектар (104 процент) акса хăварнă.

Паян хуçалăхсем çĕр улми лартас ĕçре тимлеççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕпе пăхнă 1253 гектартан 1020 гектарне лартнă та ĕнтĕ.

Çурхи кунсем хыçа юлса пынă май çĕр ĕçченĕ умне акнă-лартнă культурăсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси тухать. Ĕнерхи кун тĕлне районти çĕр ĕçченĕсем 790 гектар çинчи тырă-пулăна çум курăкĕнчен, 274 гектар çинче чир-чĕртен хÿтĕлесе химилле ĕçсем туса ирттернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика