01 июня 2011 г.
Ачалăх пурин те пĕрре кăна
Ачалăх кунĕсем кирек камшăн та чи хаваслă та илĕртÿллĕ, яланлăхах асра юлмалли вăхăт пулса тăраççĕ. Пурнăç çулĕпе малалла утнă май эпир яланах ачалăха чи ăшă туйăмсемпе аса илетпĕр.
Анчах та ачалăх çулĕсем пурин те пĕр пек килмеççĕ çав. Хăшĕсем тулли мар çемьесенче е ашшĕсĕр, е амăшĕсĕр çитĕнеççĕ. Хăр тăлăххисем те çук мар. Ăнăçсăр çемьесенчи ачасене те çăмăлах килмест. Ачаран инвалидсем те пур. Вĕсен те ачалăх çулĕсем йĕркеллĕ иртчĕр тесе патшалăх енчен мĕнле майсем туса параççĕ-ха паян; Çак ыйту çине хурав пама ыйтрăм эпĕ ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Нина Пантелеевна ПЕТРОВĂНА.
– Çак вăхăта районĕпе ачаллă çемье 4596 шутланать. Вĕсенче пĕтĕмпе 7328 ача çитĕнет. Нумай ачаллă çемьесенче 1426, тулли мар çемьесенче 1263, ăнăçсăр çемьесенче 159 ача. Кунсăр пуçне 105 çемьере 111 инвалид ача.
Çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Йывăр лару-тăрури çемьесене тимлĕхсĕр хăвармастпăр, вĕсене тĕрĕслесех тăратпăр. Иртнĕ çул пирĕн специалистсем 123 çемьери лару-тăрăва тишкернĕ. 84 çемьене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ. 5 çемьене Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви урлă пулăшу панă. 54 çемье валли вара социаллă хÿтлĕх пайĕ ача-пăча тумтирĕсем уйăрса парса пулăшрĕ. 25 çемьене ачасен ыр кăмăллăх марафонĕ шучĕпе сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 46 пин тенкĕлĕх çи-пуç уйăрса парса пулăшнă. 88 ача хăйсен сывлăхне тĕрлĕ лагерьсенче çирĕплетме пултарчĕ. Кăçал та ку ĕçсене малалла туса пыратпăр.
Çĕр-шыври демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва лайăхлатас, ачасене кирлĕ пек воспитани парса ÿстерес тĕлĕшпе патшалăх енчен пăхса хунă пулăшу мелĕсем сахал мар. Акă ача çуралсанах амăшне 11 пин те 703 тенкĕ уйăрса параççĕ. Кунсăр пуçне вĕсемех ача пĕр çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен çемьери пĕрремĕш ачашăн пособи чи сахалли 2194 тенкĕ, иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн 4 пин те 388 тенкĕ илсе тăраççĕ. Амăшĕн декрета тухичченхи ĕç укçи шайне кура вара ку пособи 8 пин те 777 тенкĕ таран пулма пултарать.
Ачасене 18 çула çитиччен пособи тÿлесе тăрасси те йĕркеллĕ пулса пырать. Унăн виçи вара çемье членĕсем пуçне тивекен вăтам тупăшран, çемье мĕнле категорие кĕнинчен, çемьере миçе ача пулнинчен тата вĕсен ÿсĕм тапхăрĕнчен килет. Çавăн пекех 2 çултан тытăнса 3 çулччен ачасене кирлĕ пек тăрантарма, çие юлнă хĕрарăмсене тата ачисене кăкăр çитерекен амăшĕсене йĕркеллĕ апатланма та уйăхсерен компенсаци тÿлессине йĕркеленĕ.
Хăш чухне çие юлнă хĕрарăмсен мăшăрĕсем призывпа çар службинче пулма пултараççĕ. Кун пеккисем ача çураличченех пĕр хут 18 пин те 533 тенкĕ пособие тивĕçеççĕ. Кайран ача çуралсан вара вĕсемех ытти пособисемпе компенсацисемсĕр пуçне мăшăрĕ çар службинче пулнă тапхăрта уйăхсерен кашни ачишĕн 7 пин те 942 тенкĕ илсе тăраççĕ.
Опекăри тата пăхса пурăнма илнĕ çемьесенчи ачасем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Кун пек ачасене 2 çула çитиччен уйăхсерен 4 пин те 876 тенкĕ, 2 çултан тытăнса 7 çула çитиччен 5 пин те 72 тенкĕ, 7 çултан тытăнса 18 çула çитиччен 5 пин те 570 тенкĕ тÿлесе тăратпăр.
Ачасене çемьене пăхма илнисене хăйсене те ĕç укçи тÿлесе тăратпăр. Кун пек ашшĕ-амăшĕнчен пĕрине 1 е 2 тăлăх ача пăхма илнĕ пулсан уйăхсерен 3 пин те 295 тенкĕ, 3 е ытларах ачашăн 4 пин те 680 тенкĕ, 6 е ытларах ачашăн ашшĕ-амăшне иккĕшне те 4 пин те 680-шар тенкĕ ĕç укçи паратпăр.
Паллă ĕнтĕ, ачасене шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене çÿретнĕшĕн те ашшĕ-амăшĕн укçа тÿлемелле. Куншăн та вĕрентÿ пайĕ урлă пулăшассине пăхнă. Пĕрремĕш ачашăн тÿлев виçин 20 процентне, иккĕмĕш ачашăн 50 процентне, виççĕмĕш ачашăн 70 процентне патшалăх саплаштарать.
Юлашкинчен çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Компенсацисемпе пособисене вăхăтран вăхăта индексацилеççĕ. Пурнăç «хакланнă» май вĕсен виçисем те ÿссе пыраççĕ. Пĕр сăмахпа кашни ачанах ачалăхĕ тивĕçлĕ шайра ирттĕр тесе патшалăх енчен тивĕçтерекен пулăшу мелĕсем курăмлă.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.