Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ан çухатăр

26 марта 2011 г.

Тимлĕхе ан çухатăр

Шкулта вĕренекенсен виççĕмĕш чĕрĕк вĕçленчĕ. Умра – каникул. Апла пулсан ачасем пушă вăхăт нумай пулнипе урамра та ытларах пулаççĕ. Вĕсен хăрушсăрлăхне мала хунăран мартăн 21–31-мĕшĕсенче «Тимлĕ пулăр – каникул!» ятпа профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Çуран çÿрекенсемпе водительсем çул-йĕр правилисене, шкул ачисене турттаракан автобуссем тухса çÿренĕ чухне ятарлă йĕркене пăхăннине ГИБДД сотрудникĕсем уйрăмах тимлĕ тĕрĕслеççĕ.

Кăçалхи январь–февраль уйăхĕсенче кăна ачасем хутшăннипе республикăра 25 инкек пулнă. Вăл шутра пирĕн район территорийĕнче – пĕрре. Унта ача пассажир суранланчĕ. Ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕ хăрушсăрлăхра пултăр тесе çул-йĕр çинче ачасен хăйсен те асăрханмалла, ашшĕ-амăшĕсемпе педагогсен те хăрушсăрлăх пирки тăтăшах калаçусем ирттерме манмалла мар.

С. ИВАНОВ, ГИБДД инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика