Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пособи темшĕн пĕр шайрах юлать?..»

26 марта 2011 г.

«Пособи темшĕн пĕр шайрах юлать?..»

«Хисеплĕ редакци!

Чун ыратнипе алла ручка илсе çыру çырма шутларăм. Пĕр ыйту канăç памасть, чĕрене ыраттарать. Пурнăç йывăрланса пынă май çамрăк çемьесене те йывăр. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен пур тавар та хаклансах пырать.

Пенси укçи те хăпарать, çулталăкне виçĕ хутчен те. Ачасемшĕн паракан пособи вара темшĕн пĕр шайрах юлать. Ачасем кирлĕ мар пек пулса тухать, пенсионерсене кăна усрасшăн. Ăнланатпăр вĕсем уншăн пайтах нуша курнине. Çапах та ачасем çинчен те манмалла мар пек туйăнать. Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр-çке.

Хăш-пĕр çемьесенче пенси илсе тăракан пулсан та газпа çутăшăн укçа тÿлесе курмаççĕ. Хамăрах, çамрăксем, сĕт сутса сĕт укçинчен тÿлетпĕр. Лайăх хăть сĕтне пуçтараççĕ.

Паллах, йывăр, çăмăл мар çамрăксене. Мана кăна мар пуль, ачаллă пур çемьене те пăшăрхантарать пуль çак ыйту: ачасемшĕн паракан пособи калăпăшне ÿстерменни. Халĕ, сăмахран, çак пособипе мĕн илме пулать; Урана тăхăнмалли те, çи-пуç та йÿнĕ мар.

Ыйтăва хуравласса шанатăп.

Çыраканĕ С. ПЕТРОВА».

Çакăн пек çыру килчĕ редакцине.

Ача амăшне хумхантаракан ыйту çинеЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Муркаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. ПЕТРОВА çапла хурав пачĕ:

– Малтанах акă мĕн каласа хăварасшăн. Ача пособийĕсен калăпăшĕ те çулсеренех ÿссе пырать. Сăмахран, вăл 2010 çулта июлĕн 1-мĕшĕнче ÿсрĕ.

Саккун тăрăх ача 18 çул тултариччен уншăн уйăхсерен паракан пособие ашшĕ-амăшĕ тивĕçет. Çак пособи калăпăшĕ мĕнле пуласси виçĕ самантпа çыхăннă: ача миçе çулта пулнипе, çемьере миçе ача пулнипе тата ашшĕ-амăшĕн тупăшĕпе. Кунсăр пуçне пĕччен амăшĕн, çар çыннисен, тулли мар çемьесенче ÿсекен ачасемшĕн паракан пособисен калăпăшĕ те тĕрлĕрен.

Тĕслĕхрен, Чăваш Республикин 2004 çулхи 46 " «Ачаллă граждансен пособийĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн икĕ ачаллă çемьере икĕ çултан иртмен ача пособийĕ уйăхсерен 758 тенкĕпе танлашать, икĕ çултан иртнин пособи калăпăшĕ 164 тенкĕ. Виçĕ ачаллă çемьере вара икĕ çула çитмен ачашăн кашни уйăхра 843 тенкĕ пособи илсе тăраççĕ, 2–7 çулхишĕн – 249 тенкĕ, 7–18 çулхишĕн – 331 тенкĕ.

Пособие çемьери тупăш пĕр çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçе калăпăшĕн 150 проценчĕ чухлĕ пулмасан шутласа параççĕ. Пĕр çын пуçне тивекен тупăш 150 процентран ытла пулсан çемьери икĕ çула çитмен ачашăн çеç пособи тÿлеççĕ.

Çав вăхăтрах çемьере виçĕ е ытларах ача пулсан пĕр çын пуçне тивекен тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçе калăпăшĕн 150 процентĕнчен иртсен те кашни ачашăнах пособи шутласа параççĕ.

Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе калăпăшĕ паянхи кун 5007 тенкĕпе танлашать. Çак виçене регион шайĕнче кашни кварталта пăхса тухаççĕ. Çавăнпа та вăл кварталсерен улшăнма пултарать. Ача пособийĕн калăпăшне те регион шайĕнче йышăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика