Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивальтен – дипломпа

26 марта 2011 г.

Фестивальтен – дипломпа

Малашлăха пăхакан тата хăй ĕçне чунĕпе парăннă специалист тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенчен тăрса юлманни каламасăрах паллă. Ĕç ĕмĕрне Турайри вăтам шкулта ирттерекен, ачасене математика предметне вĕрентекен Зинаида Петровна Григорьева та ачасене вĕрентессинче хăйĕн ответлăхĕ пысăккине туять. Çавăнпа та çĕнĕлĕхсене алла илессине те вăл хăйĕн малтанхи тивĕçĕ тесе йышăнать.

Пуш уйăхĕн 2–5-мĕшĕсенче Тăвай районĕнче физикăпа математика вĕрентекенсен республикăри 22 фестивалĕ иртрĕ. Тĕрлĕ районсенчен пынă вуншар ăмăртуçă ретĕнче Турайри вăтам шкулти математика вĕрентекен З. Григорьева та пулма тивĕçрĕ. Тивĕçрĕ те киле çĕнтерÿпе таврăнчĕ. «Вĕренекене творчествăлла ĕçлеме хавхалантарасси» номинацире вăл фестиваль дипломне алла илнĕ.

Асăннă çитĕнÿ патне пыма Зинаида Петровна 10-мĕш классемпе презентациллĕ «Математикăллă кафе» уçă урок ирттернĕ. «Лайăх пĕлÿ аппетитпа вĕренсен çеç асра юлать», – тет фестиваль лауреачĕ.

Çакнашкал вĕрентекен пирĕн коллективра пурришĕн эпир питĕ хĕпĕртетпĕр. Ăна вара татах пысăкрах ÿсĕмсем сĕнетпĕр.

Таня ГОРЯЧЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика