26 марта 2011 г.
«Выльăх усраса пÿрт лартрăмăр»
Кашмашра пурăнакан Алевтина Ивановнăпа Валерий Германович Александровсем ĕçсĕр пурăнайманнине ачаранах курса-пĕлсе тăратăп. Тăван ял çыннисенчен те, Чăваш енре пурăнакансенчен те ĕçе юратнисĕр пуçне нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ вĕсем. Иртнĕ кунсенче ĕç хастарĕсем патĕнче хăнара пултăм, вĕсен килти хушма хуçалăх опычĕпе паллашрăм.
Валера пиччепе Аля инке çинчен ялта ырăпа кăна калаçаççĕ. Ял çыннине пулăшма тăрăшнипе, «Свобода» хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнипе, хутшăнура шанчăклă пулнипе тата хушнă ĕçрен нихăçан та пăрăнманнипе палăраççĕ вĕсем. Акă эпĕ пырса кĕнĕ чухне те кил хуçи урамра хăйсен тĕлĕнчи шырланта ÿстернĕ вăрманти хуралтă патне иртме çул уçатчĕ. Унăн мăшăрĕ вара ĕне сума тухрĕ.
– Çуркунне çитрĕ те юрпа кĕрешесси тĕп вырăнта. Ахальлĕн юр шывĕпе юхса каясси, упранакан пурлăха йĕпетсе ярасси инçе мар, – терĕ утма çул çинчи юра уçса тухнă кил хуçи киле иртме сĕнсе.
Икĕ хутлă кирпĕч çурт урамранах хăйĕн хăчĕпе илĕртет. Валера пиччепе кил хушшине кĕрсен те хулăн юр пуснă çĕрте тирпейлĕх хуçаланни куç айккинче юлмарĕ. Кашни япалан хăйĕн вырăнĕ. Сарай умĕнче ĕне валли тунă кормушкăра ешĕл утă. Кунта ĕне апатланать.
– Икĕ ĕнене харăсах витере апатлантарма кансĕртерех. Çавăнпа ăшă çанталăкра пĕрне кил хушшине кăларатпăр, – терĕ ĕне сума ларнă май Аля инке.
Харăсах сумалли икĕ ĕне тытма çăмăл мар. Анчах çак йывăрлăх Александровсемшĕн хăнăхнă пулăм. Çу кунĕсенче вĕсем çулленех икĕ ĕне касăва хăваласа тухнине ял çыннисем хăнăхнă ĕнтĕ. Икĕ ĕнен паян икĕ пăру. Сарай тулли чăх-чĕп.
– Икĕ ĕне тытма апачĕ те самай кирлĕ-çке. Епле çаврăнкаласа тухатăр; – интересленетĕп кил хуçинчен.
– Ялта пурăнакан килти хушма хуçалăхсăр пурăнаймасть. Эпир те атте-анне пекех çĕр ĕçĕнчен катара тăмастпăр. Иртерех вăранакан тутă пулать теççĕ те эпир те паян тумалли ĕçе ырана хăвармастпăр. Çапла вара кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Çулла-кĕркунне хĕл валли утă-улăм янтăлатпăр, хĕлле вара продукци илетпĕр. «Свобода» хуçалăхра хам 1976 çултанпа водительте ĕçлетĕп, мăшăрăм хуçалăхра 1978 çултанпах бухгалтер. Çакăнти ĕç укçи çумне килти хушма хуçалăхри 45 сотка çĕр çинче туса илнĕ продукципе выльăх-чĕрлĕх тытса тунă укçа-тенкĕне хушса пурăнатпăр. Килти хушма хуçалăх ял çыннишĕн тĕкĕ пулнине хамăр ĕçрен куратпăр, – каласа парать сăмах çăмхине сÿтнĕ май Валера пичче (сăн ÿкерчĕкре).
Ĕç юратăвĕ вăл ăруран ăрăва куçать çав. Кашмашрах çуралса ÿснĕ Валерăн та, Çĕрпÿ район хĕрĕн Альăн та ашшĕ-амăшĕсем килти хушма хуçалăха тĕреклĕ тытнă. Инкен асĕнчен акă ашшĕ-амăшĕ яланах 2-шер ĕне тытни, амăшĕ фермăра ĕçленине пăхмасăрах килти хушма хуçалăхра выльăх тытасси çине те алă сулманни асран каймасть. Кун çумне аслашшĕ çăпата, ашшĕ килте йышлă усранă сурăх çăмĕнчен кăçатă йăваласа сутни, хуçалăхра чăх-чĕп йышлă пулни хĕр ачана та çамрăклах килти хушма хуçалăха юратма хăнăхтарнă.
Пулăç пулăçа инçетрен курать. Ĕçе юратса çитĕннĕ каччăпа хĕр паллашса 1979 çулта çемье çавăраççĕ. Çав вăхăтран вĕсен хăйсен килти хушма хуçалăхĕ. Унта вĕсем тăтăшах икĕ ĕне тытнипе пĕрлех çулла 6 сысна, кĕркунне 4 сысна усрани, 20 пуçран кая мар хур тытни, чăх-чĕпсемпе пĕрлех кăвакалсем те йышлă пулни Кашмашра пурăнакансемшĕн вăрттăнлăх мар. «Мĕнле ĕлкĕреççĕ анчах», – теççĕ ĕçченлĕхĕсенчен тĕлĕнсе ял çыннисем.
Ăмсанма пулать, анчах ун хыçĕнче мĕн чухлĕ ĕç... 40 çула яхăн водительте вăй хуракан Валера пичче талăкра Шупашкара 2–3 рейс туни те пĕрре мар пулнă. Талăкра 3–4 сехет çывăрнипех ял çыннисем е колхоз валли Атăл урлă вутă е йывăç патне çул çÿрени те асран тухмасть. Çакă йăлтах килти хушма хуçалăх аталанăвне, хĕр тата 2 ывăл çуратса ÿстернине çаврăннă.
Хăйсен килĕ тĕлĕнчи пĕчĕк шырлана «ура хурса» пĕчĕк вăрман çĕклесе яла илем кÿнине те вĕсем килти хушма хуçалăх аталанăвĕ тесе йышăнаççĕ.
– Хурăн калчисене Йăлăмран кÿрсе килни асра. Ĕçрен юлса хамăр тăрăхри вăрмана кайса вăхăт ирттерес килмен ĕнтĕ, – тет В. Александров ĕçпе кушăрханă аллисемпе чей чашăкне алла илнĕ май. – Малтанхи вăхăтсенче сысна усраттăмăр та ăна сутса тунă укçапа кирпĕч, шифер, хăма-пăта туянаттăмăр. Çапла вара килти хушма хуçалăха аталантарсах пурăнмалли çурт турăмăр, хушма хуралтăсем çавăртăмăр. Ачасене виççĕшне те Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕрентсе кăларассинче те килти хушма хуçалăх пулăшăвĕсĕр пулмарĕ.
Валерий Германович вунă çул каялла 2 сысна сутса Т-16 трактор илни те килти хушма хуçалăхпах çыхăннă. «Мăшăрăм аш сутса тимĕр-тăмăр туянчĕ тесе тарăхнăччĕ малтан, анчах вăхăт иртнĕçемĕн юрăхсăр трактор ĕçлекен пулчĕ те паян та унăн пулăшăвне куратпăр», – кăмăллăн пăхса илчĕ Валера пичче çине Аля инке.
Ĕçрен хăраман В. Александров 55 çул хушшинче тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемсĕр пуçне «11-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ» паллăна та, 1986 çулта ВДНХ пăхăр медальне те, аварисĕр ĕçленĕшĕн алла çыхмалли сехете те тивĕçнĕ.
Ăнăçусем пур. Вĕсем нумай. Анчах кашнин хыçĕнчех Валерăпа Альăн тата вĕсен ывăлĕсемпе хĕрĕн килти хушма хуçалăхри ĕç юратăвĕ, ăна хисеплени малта тăрать.
А. БЕЛОВ.