Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми вăрлăхĕ янтăла

26 марта 2011 г.

Çĕр улми вăрлăхĕ янтăла

Юр çума чарăнмасть пулсан та çуркунне кунсерен ытларах вăй илет. Кĕçех çур аки те çитĕ. Паян мана çĕр улми вăрлăхĕ янтăласси шăхăшлаттарать. Ăна паянах суйламалла-и? Нÿхрепе хунă вăрлăхпа мĕнле пулмалла;

А. РЕМИЗОВА.

Катькас ял тăрăхĕ.

Пĕлтĕрхи шăрăх çу кунĕсем паян ял çынни умне çур акирен чылай маларах çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрлес ыйтăва кăларни хаçат редакцине килекен ытти çырусенчен те курăнать. Çакна шута илсе эпир район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕпе А. ПАВЛОВПА çыхăнтăмăр. Унăн хуравĕ çапла пулчĕ:

– Çĕр улми упранакан хранилищĕре е нÿхрепре сывлăш температури 3–4 градусран ăшăрах пулмалла мар. Управри çĕр улмин уççăнах çĕрме пуçланă лаптăкĕсем пулмасан ăна паян тĕкĕнмелле те мар. Ахаль-лĕн вăл шăтма пуçлать, çĕрет, унăн энергийĕ пĕтет.

Çĕрнĕ вырăнсене суйланипе пĕрлех кил хуçисен çĕр улми упранакан хранилищĕсем патĕнчен тата вĕсен çийĕнчен юра уçмалла. Маччаран шыв тумлакан вырăнсене савăтсем лартмалла. Яровизацие кăларасси – çĕр-шыв типнĕ май тепĕр уйăхран пурнăçламалли ĕç.

Вăрлăх тенĕрен. Пирĕн тăрăхра юлашки çулсенче «удача», «невский», «рокко», «романа», «Петербургский», «чайка» тата ытти сортсем лайăхпа палăрчĕç.

Паян сутлăх вăрлăх камăн пур-ха; Килти хушма хуçалăха аталантаракансем çĕр улми вăрлăхне çĕр-шыв типнĕ май «ДаАн» чикĕллĕ яваплăхлă обществăран («рокко», «удача»), Ятманти А. Максимов хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен («удача», «журавинка», «Ильинский»), «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăран («редскарлет», «удача» т. ыт. те) туянма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика