Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф та уголовнăй наказаниех

26 марта 2011 г.

Штраф та уголовнăй наказаниех

2002 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хăйĕн РФ Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕнче пĕрремĕш хут уголовнăй законодательствăна тата наказанисене пурăçлассине гуманизацилессин задачине лартрĕ. Çавна май Раççей Федерацийĕн уголовнăй тата уголовлă-процессуаллă кодексĕсене чылай тÿрлетÿ кĕртнĕ. Вĕсем асăрханусăр пулнипе тунă, кунпа пĕрлех пĕчĕк тата пысăк мар йывăрăшлă, налук преступленийĕсемпе çыхăннă. Альтернативлă майпа наказани парассин мелĕсене вара ÿстернĕ. Çынна ирĕкрен хăтарасси вырăнне штраф парасси, обязательнăй е юсав ĕçĕсене явăçтарасси вырăн илет.

Судсем çынсене ирĕкрен хăтарассипе çыхăнман наказанисем парассине ытларах практикăлама тытăнчĕç. Вĕсен шутĕнче штрафсем, обязательнăй тата тÿрленÿ ĕçĕсем.

Уголовнăй штрафа суд приговорĕпе палăртаççĕ. Унăн чи пĕчĕк виçи хальхи вăхăта 2 пин те 500 тенкĕпе, чи пысăк виçи пĕр миллион тенкĕпе танлашать.

Акă 2010 çулта Муркаш районĕн 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи пĕчĕк тата пысăк мар йывăрăшлă преступленисем тунăшăн 21 çынна наказани шучĕпе штраф тÿлемелле тунă. Штраф виçине палăртнă чухне суд тунă преступлени йывăрăшне, айăпланаканăн тата унăн çемье членĕсен пурлăх тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне, айăпланакан ĕç укçи е ытти тĕрлĕ тупăш илме пултарассине шута илет.

Миравай судьян 2011 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнчи приговорĕпе Я. гражданина РФ Уголовнăй кодексĕн 139-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе урăх çын çурт-йĕрне ирĕксĕр кĕнĕшĕн айăпланă пулнă. Я. гражданинăн унччен те вăхăчĕ тухман айăплав пулнă. Апла пулин те суд айăпланакан хăй айăпне йышăннине, пурăнакан вырăнтан панă лайăх характеристикăна, яланхи ĕç вырăнĕ пулнине шута илсе ăна 9 пин тенкĕ штраф пама йышăннă.

Тепĕр ыйту вăл – айăпланнисем панă штрафсене хăйсен ирĕкĕпе тÿлесе татманни. 2010 çулта Муркаш районĕн 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи пĕтĕмпе 87300 тенкĕ штраф шыраса илме наказанисем панă пулнă. Хăйсен ирĕкĕпе айăплисем çав суммăран 36800 тенкине кăна тÿленĕ. РФ уголовнăй исполнительнăй кодексĕпе килĕшÿллĕн вара айăпли штрафа суд приговорĕ вăя кĕнĕренпе 30 кун хушшинче тÿлесе татма тивĕç. Штрафа вăхăтра тÿлессинчен пăрăнакансем тĕлĕшпе суд пысăкрах наказанисем палăртма пултарать. Акă В. гражданина çаратнăшăн Муркаш районĕн 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйин 2010 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе 5000 тенкĕ тÿлемелле йышăну тунă пулнă. Вăл штрафа вăхăтра тÿлемен. Çапла вара ăна суд хăйĕн 2011 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе штраф вырăнне 140 сехет обязательнăй майпа ĕçлеттермелле йышăну тунă.

Е. НИКИТИНА,

Муркаш районĕн 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика