Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттер тавра ыйту нумай

26 марта 2011 г.

Хваттер тавра ыйту нумай

Çак кунсенче Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра ЧР Прокуратури, пĕтĕм Раççейри «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» обществăлла организацин Чăваш регион уйрăмĕ, Муркаш район прокуратури «ЖКХ сферинче право ыйтăвĕсене йĕркелесси» ыйтупа граждансене йышăнчĕç.

Калаçу уйрăм граждансене, вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес, нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрас тата ытти хăш-пĕр ыйту тавра пулчĕ. Йышăнăва район прокурорĕн пулăшуçи А.Н.Тихонов ертсе пычĕ. Мероприятие капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн специалисчĕсем, «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» МУП директорĕ Н.В.Любимов тата ытти специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, граждансем хутшăнчĕç.

Çакăн йышши хăш-пĕр ыйтусене пăхса тухрĕç. Вĕсем çине Н.В.Любимов хуравларĕ.

– Парковая урамри 2-мĕш çурта МСО турĕ, 5 çуллăх гаранти пачĕ. Эпир çакăнта пурăнма пуçланăранпа вăхăт нумаях иртмерĕ пулин те ертсе пыракан компани пирĕнтен юсав укçи ыйтма пуçларĕ. Мĕншĕн пирĕнтен укçа пуçтараççĕ;

– Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕ-шÿллĕн 2010 çулхи декабрь уйăхĕнче кунта пурăнакансен пухăвĕ пулчĕ. Унта малашне кунти ĕç-хĕле кам ертсе пырас ыйтăва пăхса тухрĕç. Пухăвăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн малашнехи ĕçе «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компание» шанса пачĕç. Эпир ку укçана хамăр пуçарулăхпа тата хамăр валли пуçтармастпăр. Ăна пухасси депутатсен районти Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Ятарлă йĕркепе килĕшÿллĕн çурт-йĕре пăхса тăмалла. Пурне те гаранти шутне кĕр-теймĕн вĕт. Паллă ĕнтĕ, кирек епле çурт-йĕре те техобслуживани (аварисене сиресси, çурт-йĕре çурхи тата çуллахи, кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенче эксплуатацилесси, вăхăтран вăхăта ирттерекен тĕрĕслев, ытти ĕçсем) тумалла, пĕтĕмĕшле хăт кĕртмелле (çурт тавра йĕрке тăвасси), авари юсавĕ те вăхăтран вăхăта туса тăмалла. Кил картине хăш чухне çÿп-çап пырса пăрахакансем те тупăнаççĕ, ăна та пуçтармалла вĕт. Çаксем валли усă курма тивет пухнă укçа-тенкĕпе.

– Çÿп-çап турттарса тухнăшăн тăваткал метртан шутлаççĕ. Пысăкрах калăпăшлă хваттерте пĕр çын пурăнать, пĕчĕкреххинче вара çиччĕн. Ытларах çын хыççăн тасамарлăхĕ те нумайрах вĕт;

– Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн норма акчĕсемпе килĕшÿллĕн çÿп-çап утилизацилессине тăваткал метртан тÿлемелле. Çын шучĕпе шутланă пулсан та ытти кăлтăк тупăннă пулĕччĕ.

– Хваттерти подъездсенче мĕн вăхăтран кулленхи тата капиталлă юсав ĕçĕсене ирттермелле;

– Юсав ĕçĕсем тÿрремĕнех укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăннă. Хваттер укçине вăхăтра тÿлесен юсав ĕçне те ирттерме пулать, анчах та парăм калăпăшĕ паянхи кун тĕлне 3 миллион ытла. Хваттер укçине вăхăтра тÿлеменни пĕтĕм ĕçе ура хурать. Çак укçа-тенкĕрен хваттерсене ăшăпа, çутăпа, шывпа тивĕçтерессине йĕркелеме тата унта вăй хуракансене ĕç укçи тÿлемелле. Çавăнпа ку ĕç те укçа-тенкĕ шайлашнипе пулса пырать.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика