26 марта 2011 г.
Топливо мĕн чухлĕ пур?
Юр вĕçтерме чарăнмасть пулин те хĕвел кунран кун çÿлерех хăпарать. Умра – ака уйăхĕ. Сисмĕпĕр те – çур акнине тухма вăхăт çитĕ. Хресченĕн çак ответлă тапхăрне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тивĕçлипе хатĕрленеççĕ-и; Çак ыйту çине хурав шыраса ял хуçалăх производство кооперативĕсенче пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе лару-тăру мĕнле пулнипе паллашас терĕмĕр.
Çур акине вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес ĕçре сĕрмелли-çунтармалли материалсен çителĕклĕхĕ иккĕмĕш вырăнта мар. Кăçалхи çур акине тухăçлă ирттерме районти хуçалăхсене пурĕ 454 тонна дизель çăвĕ, 130 тонна А-76 маркăллă бензин кирлĕ. Хуçалăхсем район администрацийĕн ял хуçалăх пайне тăратнă оперативлă кăтартусемпе асăннă кун тĕлне сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк çакнашкал. Хуçалăхсенче пурĕ 100,1 тонна (22 процент) дизель çăвĕ тата 37,3 тонна (28,7 процент) бензин пур.
А. ПЕТРОВ.