26 марта 2011 г.
Хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллашрĕç
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи йывăр лару-тăрăва пĕлсе тăрас тата ăна каялла çавăрмалла мар тĕле çитиччен аталанма парас мар тесе райадминистрацин ял хуçалăх пайĕ хуçалăхсен ĕçĕсене пăхсах тăрать. Вăхăтра сăмахпа е ырă сĕнÿпе пулăшнин пахалăхĕ те пысăккине ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем аван ăнланаççĕ.
Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллашма йĕркеленĕ ял хуçалăх пайĕн баланс комиссийĕ пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçне тишкерсе хак пачĕ. Пĕтĕмĕшле хак савăнмаллах мар пулсан та 30 çул каялла Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреевич Андреев ертсе пынă хуçалăхăн малалла аталанма çулсем пур-ха. Фермăсенче, ĕç коллективĕсенче пулнă хыççăн ку хуçалăхăн производство кăтартăвĕсене ÿстерме шанчăк пурри курăнчĕ. Çакна валли çĕнĕ технологисене алла илсе ĕç йĕркелĕвне улăштармалла кăна.
Хальлĕхе вара хуçалăх 7-8 çул тăкаклă ĕçлесе пырать. Фермăра ĕне сăвакан çитмест. Ферма заведующийĕ çук. Ĕне пуçне паян талăкра 7 килограмм сĕт суни районта чи пĕчĕк кăтарту. Çулталăкра сыснасем вăтамран 0,6 хут çеç çăвăрлани те самай шухăшлаттарать. Микроклимат тивĕçтерменрен нумай çура вилет.
– Ял хуçалăх пайĕ çеç мар хуçалăхра хăйĕнче те çитменлĕхсене шырани лайăх. Сирĕн ĕнесемпе сыснасен генетика пуласлăхĕ пысăк. Унпа туллин усă курма ĕçе планласа, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе вăй хумалла. Пĕр-пĕрне шанса тачă çыхăнура ĕçлесен малашлăх пулатех. Анчах хальлĕхе хуçалăхра кашни специалист малашлăха пăхни сисĕнмест, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин тĕп врачĕ Н. Яковлев.
Баланс комиссине хутшăннисем хуçалăхăн паянах çитес çур аки планĕсемпе çанă тавăрса ĕçлемелли çинче те тулли калаçу ирттерчĕç. «Умри ĕçсенче выльăх апачĕллĕх культурăсем акса хăварасси тĕп вырăнта пулмалла. Апат пулсан продукци пулать», – палăртрĕç вĕсем.
Хуçалăх ертÿçи В. Семенов райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсене усăллă та вырăнлă сĕнÿсемшĕн тав турĕ, вĕсене шута илесси пирки шантарчĕ.
А. БЕЛОВ.