Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир пĕлесшĕнччĕ...

06 июля 2011 г.

Эсир пĕлесшĕнччĕ...

Яланхи пекех пирĕн почтăра пенси ыйтăвĕсемпе тĕрлĕрен ыйтусем сахал мар. Вĕсенчен хăшĕсем çине РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕсене хуравлама ыйтрăмăр.

тăтăшах патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе пулас пенсие ÿстерме пулни пирки калаççĕ, мĕнле япала-ши çакă;

– Ку тĕлĕшпе ятарлă программа ĕçлет, ăна пулас пенсие патшалăх пулăшăвĕпе финанслас программа (программа государственного софинансирования пенсии) тетпĕр. Çакă пулас пенсие çыннăн тата патшалăх хушма укçи-тенкипе ÿстерме питĕ меллĕ утăм. Ку ĕç 2008 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнчи 56 номерлĕ Федераллă Саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленсе пырать. Сирĕн пулас пенси страхлакан ирĕклĕ взноса ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ çине куçарнипе, çавăн чухлĕ суммăнах патшалăх страхлакан взносĕ уйăрнипе (софинансировани) тата ĕç паракан ирĕкпе куçаракан взнос панипе пулать.

Енчен те эсир пулас пенсин пухăнакан пайĕ çине 2000 е ытларах укçа-тенкĕ куçаратăр пулсан, патшалăх çак суммăна çулталăкра 2000 тенкĕрен 12000 тенкĕ таран ÿстерет. Çак улшăнăва эсир хăвăрăн счет (индивидуальный лицевой пенсионный счет в системе персонифицированного учета) çинче куратăр. Çапла вара пулас пенсие палăрмаллах ÿстерме пултаратăр. Сире ĕç паракан сирĕн пулас пенсие йĕркеленĕ çĕрте виççĕмĕш ен пулма пултарать, вăл куçарас взносăн чикки çук. Çак программăпа килĕшÿллĕн пухăннă укçа-тенкĕ хăвăр суйласа илнĕ управление куçать. Çавăн пекех пухăннă инвестици тупăшĕ сирĕн уйрăм пенси счечĕ çинче курăнĕ.

Р. ИЛЛАРИОНОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика