06 июля 2011 г.
Йÿçкассисем пек пурăнсан тăван ен татах хитреленĕ
Район центрĕнче чечексем таврана илем кĕртсе ларнине Муркашсем хăнăхрĕç ĕнтĕ. Темлерен темле чечек лартмасăр юлсан халь, чăн та, тĕттĕмлĕха анса ларнăнах туйăнмалла. Кирек хăш ял тăрăхне кайсан та халь куç умне тÿрех предприятисемпе организацисен умĕнче чечексем пуррипе çуккине пăхатăн. Çук пулсан ку хамăра хисеплемен пекех туйăнать, пĕрре те йĕркеллĕ мар пек халь пахчара, чÿрече умĕнче чечек лармасан. Чечексем ешернĕ илеме хăнăхрăмăр ĕнтĕ эпир, Муркашсем.
Нумаях пулмасть Йÿçкассинчи «Василек» ача сачĕн картишне кĕрсен вара тĕлĕннипе шанк! хытса тăтăм. Илтнĕччĕ-ха кунта тĕрлĕ çÿп-çапранах тĕлĕнтермĕш япала нумай ăсталанă тенине. Тĕрлĕрен пластик кĕленчесенчен çавăн пек чечек тĕнчи тума пултарни çинчен вара шутлама та пултарайман. Картишĕнче чăн-чăн тĕлĕнтермĕш чечек уçланки тейĕн.
Чечексем шуррисем, саррисем. пурте пластик кĔленчерен тунисем
Йÿçкассисем пĕрре персех ик мулкач тытма шутланă пулмалла. Тĕрлĕрен пылак шыв, кетчуп, йогурт, шампунь тата ытти япаласен пластик кĕленчисем халь ниçта та йăваланса выртмаççĕ пуль кунта. Çапла майпа тавралăх илемленет, тирпейленет. Вĕсене çунтарма та юрамасть-çке тата. Тепĕр енчен çав кирлĕ-кирлĕ мартан ăсталанă «юмах тĕнчи» ачасене мĕн пĕчĕкрен илеме курма, çав илеме хамăр тумаллине ăнланса илме пулăшать.
Садик картишне вара юмах тĕнчи теме май пур. Ав еплерех куçа илĕртсе ларать шампунь кĕленчинчен касса ăсталанă кăн-кăвак утмăл турат. Аякран пăхсан хирте ÿсекеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. «Перокс» кĕленчинчен шап-шурă «салтак тÿми» (ромашка) «ÿссе» ларасса ку таранччен шутламан та. Майонез витрисенчен тунисем вара тата та пысăкрах пулса тухнă. Татса илсе çывăх çынна парнелес шухăш та кĕрет. Çак майпах кунта шап-шурă нарциссем те, ытти чечексем те «çитĕнеççĕ».
Курасчĕ тата сирĕн шурă, сарă, хĕрлĕ розăсене! Çав тĕлĕнтермĕш чечексене чун кĕртме садикра ĕçлекенсен напиток кĕленчисемсĕр пуçне çÿп-çап тултармалли михĕсемпе те усă курма тивнĕ. Кетчуп кĕленчисене юлашки ик-виçĕ çул хушшинче çÿп-çап ещĕкне кам мĕн чухлĕ тухса пенине шутламан та пулĕ. Çак хушăра «Василекран» тĕслĕх илес пулсан районти кашни ача садĕнче кăна мар, пур çĕрте те пластик кĕленчесенчен «çурăлнă» чечек пахчи çеçкере лармалла. Йÿçкассисем ав кетчуп савăчĕсенчен хĕрлĕ гиацинтсем «çитĕнтереççĕ». Савăт-сапа çумалли «Миф» кĕленчинчен вара кăн-кăвак гиацинт «шăтса» тухнă.
– Нимĕнле сăрăпа та сăрламастпăр вĕсене. Çакă – чи пахи, – тет ача сачĕн заведующийĕ Н.В. Герасимова. – Кетчуп кĕленчине касса саратăн та – хăть те мĕн ăстала.
Хирти чечексем те, пахчара лартса çитĕнтернисем те çапла майпа çав тери хăйсем патне илĕртсе лараççĕ.
– Ачасем (14-ăн тухрĕç кăçал ача садĕнчен) çак илеме кашни кунах кураççĕ пулин те садикпа сыв пуллашнă чух çак пластик кĕленчерен ăсталанă кашни чечек патне тăрса сăн ÿкерттерчĕç, – хăйсен ĕçĕ сая кайманшăн хĕпĕртенине пытармаççĕ ача садĕнче ĕçлекенсем.
– Ачасене çывăрттарса ярсан хĕлле кĕрĕк арки йăваласа лармастпăр, – шÿтлеççĕ вĕсем.
Ку таранччен «Василек» ача сачĕ пĕчĕк шăпăрлансене художествăпа эстетика енĕпе воспитани парассине тĕпе хуратчĕ пулсан, çак ен халĕ экологи енĕпе воспитани парассипе те уйрăлми пĕр тĕвве çыхăнчĕ.
Çак ырă пуçарăва вара «Василекра» ĕçлекенсем 2009 çулта турĕç. Ун чухне вĕсем тавралăха тирпей-илем кĕртмелли районти конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Малтанласа вĕсен шăтăк кастрюлĕсем хĕвел пек кулакан сăн-питлĕ пулса тăчĕç. Ачасем садике килсен вĕсемпе тусĕсемпе калаçнă пек калаçатчĕç, киле кайнă чухне ыранччен, тесе алă сулса хăваратчĕç. Вĕсем çинче ÿсекен чечексем те «пуç таятчĕç» пĕчĕк шăпăрлансене.
– Малтан çырма-çатрасенче пуçтараттăмăр çав пуш кĕленчесене. Эпир тунă илеме курса ашшĕ-амăшĕсем илсе килсе пама пуçларĕç тĕрлĕрен пуш кĕленчесене, – каласа парать Наталья Вячеславовна.
Коллектива вăл 5-мĕш çул ертсе пырать. Унччен вара 17 çул кунтах воспитательницăра ĕçленĕ.
МузейĔ те хăйсен, театрĔ те – маттурах ЙŸÇкассисем
Кашни кирлĕ мар ăпăр-тапăрта илеме курма пĕлеççĕ кунта ĕçлекенсем. Р.А. Петрова воспитательница ав вăрмана кайсан йăмра тураттине курнă та йăтса килнĕ садике. Туххăмрах ăна баклажанран пуç лартса панă. Карттус тăхăнтартса лартнă, çине – комбинезон, урине – «фестивалька». Пулчĕ те сарă каччă. «Кăвак куçлă Ваççили» тесе чĕнеççĕ ăна ачасемпе вĕсен аслă тусĕсем. Ача сачĕн ятнех панă иккен ăна. Ирĕн-каçăн урине хуçлатса хурса, аллине кăкăр умне тытса кĕтсе илет-ăсатса ярать ачасене. Çĕрле чечек уçланкине «хураллать».
Пĕтĕмпе вара çак тĕлĕнтермĕш ача садĕнче 17-ĕн ĕçлеççĕ. В.А. Яковлева япала çăвакан машинист, А.Г. Иванова медсестра ача сачĕ йĕркеленсе кайнăранпах кунта тимлеççĕ. И.К. Павлова, А.Л. Васильева, Р.А. Петрова воспитательсем 20 çул ытла ку садикре. Юмах-мĕн лартаççĕ-и е урăх ме-роприяти ирттереççĕ – Л.А. Яковлева, Н.П. Иванова, В.З. Давыдова няньăсем тилĕ е мулкач пулса тăраççĕ. Ку ман ĕç мар текен никам та çук кунта. Кăçал вара ку ача сачĕ 25 çул тултарать.
Садикăн хăйĕн музей та пур. Тĕрлĕрен экспонатсен пуххи мар кунта. Ĕлĕкхи пурнăç сюжечĕ тапса тăрать кашни кĕтесре. Упăшкипе арăмне те садикра ĕçлекенсем хăйсемех улăмран тунă. Пит-куçне тума маскăсем шăп та лăп пулса тăнă. Ачасем кунта экскурсие килсен сăпкара выртакан «ачана» та сиктереççĕ.
Амăшĕ пир тĕртнĕ станока В.А. Яковлева илсе килнĕ. Халь ачасене хăй тĕртсе кăтартать. Хăй ача чухне тăхăннă пĕчĕк çăпатине те музее парнелерĕ вăл. Коллектив музее те анлăлатас ĕмĕтпе пурăнать.
Вĕсен хăйсен театр кĕтесĕ те пур. Унти артистсене-мулкачсене, тилĕсене тата ыттисене те хăйсемех ăсталаççĕ. Декорацине те хăйсемех тăваççĕ, пир çине ÿкереççĕ, сăрлаççĕ. Пулчĕ те сана вăрман уçланки е упа çурчĕ. Ачасем пĕр-пĕрне юмах кăтартса савăнтараççĕ. Кружок ĕçне Р.А. Петрова ертсе пырать.
Раиса Алексеевнăпа О.В. Алексеева завхоз садикăн 5 соттăйĕ çинче те ĕçлеме ĕлкĕреççĕ. Коллектив садик валли мĕн пур пахча çимĕçе çакăнта çитĕнтерет. Воспитательсемпе пĕрле ачасем те ĕçе хăнăхаççĕ: чечексене шăвараççĕ, çуркунне сухан лартаççĕ. Кашни ачан хăйĕн пĕчĕк йăранĕ пур.
Вăт çакăн пек пурăнаççĕ Йÿçкассинчи «Василек» ача садĕнче. Эсир тата мĕнле пурăнатăр; Сирĕн те унта кайса курас шухăш çуралчĕ пулĕ-ха. Пĕрре те иккĕленсе ан тăрăр, кайса курăр, вĕренĕр Йÿçкассисенчен. Вĕсем сире те хапăл тăваççĕ.
– Пирĕн пек пурăнма пуçласан пирĕн тавралăх тата та хитререх пулĕ, – теççĕ Йÿçкассисем.
Л. ПАВЛОВА.