Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача пукане мар, унăн аталанмалла, ÿсмелле

06 июля 2011 г.

Ача пукане мар, унăн аталанмалла, ÿсмелле

«Ирхине çывăрса тăнă хыççăн вырăн таврашне ачасем лапăртасран хывса илетĕп», – çапла хуравланă Уйкас Хачăкра пурăнакан тăватă ача амăшĕ килти йĕркесĕрлĕхпе кăсăкланакансене – район администрацийĕн ĕçченĕсене. Юрать-ха ачисен воспитанийĕ тата вĕсен пурнăç условийĕсем çине алă сулнă ашшĕ-амăшĕнчен ачасене хÿтĕлеме тивĕçлĕ органсем пур.

Вырăна çывăрса тăнă хыççăн тирпейлĕн пуçтарса хурсан вăл пĕр самантрах вараланманнине пĕлмест иккен хĕрарăм. Çул çитмен ачисене тирпейлĕхе вĕрентесси пирки кунта сăмах пулма та пултараймасть. Ачисене садикра е шкулта çакна вĕрентни те кăлăхах пулĕ: килти ÿкерчĕк, килти тĕслĕх урăхла çке-ха. Ашшĕ-амăшĕ вара кашни ачашăн пĕрремĕш тата тĕрĕс! тĕслĕх.

Уйкас Хачăкри çемьере тĕрĕслĕхсем пачах та урăхла. Пÿрте халĕ те газпа ăшăтмалла туман-ха. Юрать, çулла ачасем шăнмаççĕ тейĕпĕр. Ытти вăхăтра вара; Эрех ĕçекен ашшĕ-амăшĕ пур чухне те кăмака хутса ачисем шкултан килнĕ çĕре ăшăтса ларать-ши;

Çемье пуçĕн яланлăх ĕç çук. Çапла вара – ĕç укçи те. Çак сăлтава пулах ĕнтĕ виççĕмĕш класра чухне вĕсен хĕр ачи вăрăлла ĕç пурнăçлать. Унăн та урине ăшă та илемлĕ атă тăхăнас килет. Мĕншĕн ытти ачасен пур, унăн вара çук; Çакăн пирки шутлама та пĕлмест пуль çав «хисеплĕ мăшăр». Ачисен пурнăçĕпе интересленменскерсенчен мĕн кĕтмелле ĕнтĕ тата;

Алла кĕрекен кашни эрех черккине пушатма пĕлни ачасем айăплă тенине пĕлтермест. Çуралнă ачасене паянхи пурнăçран самай юлнă условисенче пурăнтаракан ашшĕ-амăшĕ мĕн çинчен шутлать-ши; Пурнăçра ачапа пукане пĕр евĕрех теççĕ-ши; Анчах та аталанакан ачан йĕркеллĕ апатланмалла, йĕркеллĕ кил-çуртра пурăнмалла, унăн вĕренме йĕркеллĕ условисем пулмалла. Çакăнпа пĕтĕмпех ăна çуратнă ашшĕ-амăшĕн тивĕçтермелле. Çăмăлттай, тĕллевсĕр, йĕркесĕр пурнăçпа пурăнакан ашшĕ-амăшĕн кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çак ăнлану çук пулсан кун пирки саккунра çырса кăтартнине шута хумалла.

Килте пĕрмай ют çынсем, çитменнине тата ÿсĕрскерсем пулни хăйсен ачисен пурнăçĕ çине хăш енĕпе ырă витĕм кÿрет теççĕ-ши çаксем;

Çак ялтах пурăнакан тепĕр çемьере те (çак икĕ çемьери амăшĕсем тăвансем) ачасем ашшĕ-амăшĕн ăшши мĕнне пĕлмесĕр ÿсеççĕ. Пилĕк ача çемьере. Аслисем ÿснĕ-ха, анчах мĕн курса ÿснĕ; Кĕçĕннисем те халĕ ашшĕ-амăшĕ хирĕçнине пăхса çакнашкал лару-тăрура пĕрмай хăраса пурăнаççĕ. «Çимелли енчен питĕ хĕсĕк, апат пĕçерсе çиме продуктсем те çук», – çапла калаççĕ вĕсем патĕнче «хăнара» пулнă специалистсем.

«Пĕрле пурăнма пултараймастпăр, халĕ Москакассинче пурăнатăп. Ман ăна кашни кун çакăннине пăхса пурăнмалла-и;» – тет хĕрарăм. Упăшки хăй çине алă хума тăни чăн та пĕрре-иккĕ кăна пулман. Икĕ «автан» хирĕçнипе ачисем пирки мансах кайнă. Мĕнле пурăнас килет, çапла пурăнччăр терĕç пуль. Çак условисенче пурăнма тивет вара нимĕнпе та айăплă маррисен: пÿртре таса мар, урайĕнче пирус тĕпĕ-сем, ытти япаласем сапаланса выртаççĕ, ашшĕ-амăшĕ пĕрмай хирĕçет.

Е тата акă тепĕр тĕслĕх. Очăкассинче пурăнакан тăватă ача амăшĕ (аслисем иккĕшĕ пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнине калать хĕрарăм) кĕçĕнни пирки вара пачах та шутламасть. Эрехе «кĕрсе кайсан» ачине пăрахса хăварнине ялта пурăнакансем пĕлеççĕ, кураççĕ. Упăшки вара шыравра. Тепĕр тесен упăшкине те ятпа мар, «Захаров алкоголик» тесе чĕнет (лару вăхăтĕнче пĕрре мар çапла каларĕ). Çав алкоголикран çуратнă ачасене вара темĕн тесен те йĕркеллĕ пăхас пулать: «эрнере пухăннă чашăк-тирĕке пысăк таз ăшне шыв тултарса исленме лартмалла» мар, аслă класра вĕренекен вăй питти каччă та утă çулнăшăн «çĕмĕрĕлсе» каймасть.

Чуна ыраттаракан тĕслĕхсем татах та нумай: кашни çемье – хăйне евĕр повеç е роман. Çакăн пек литература произведенийĕсенче ырă улшăнусем пуласси вара ашшĕ-амăшĕнчен килет, вĕсем хăйсене ача пек тытма пăрахнинчен.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика