Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье уявĕ – пирĕн уяв

06 июля 2011 г.

Çемье уявĕ – пирĕн уяв

Июлĕн 8-мĕшне (кивĕ стильпе – июнĕн 25-мĕшне) Раççейре пурăнакансем кăçалхипе тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тесе уявлаççĕ. Çакă питĕ тĕрĕс: пирĕншĕн, православи тĕнĕпе пурăнакансемшĕн, ку уяв тĕп уявсенчен пĕри пулмалла та.

Çемье, юрату тата шанчăклăх – пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă пулăмсем. Çемьере арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне юратсан, шансан çеç çемье тытăнса тăрать, аталанать. Вĕсем пулмасан çемье арканать.

Малтанхине пĕлмесĕр малашлăх çук теççĕ. Апла пулсан çак илемлĕ уява Раççейре 200 çул ытла каяллах паллă тунине те пĕлмелле пирĕн, вăл пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ кун пулнине те шута илмелле. Çак уяв сăваплă Петĕрпе Феврони ячĕсемпе çыхăннă, вĕсен юратăвĕпе тата шанчăклăхĕпе.

Петĕр княç Муром престолне 1203-мĕш çулта ларнă. Унччен вара вăл питĕ вăйлă чирпе чирленĕ пулнă. Ăна никам та сиплеме пултарайман. Тĕлĕкре княç çак чиртен ăна хресчен хĕрĕ Феврони сиплеме пултарнине курать.

Княç хĕре тĕне çирĕп тытса пурăннăшăн, унăн ырăлăхĕшĕн тата пурнăçри ăслăлăхĕшĕн юратса пăрахать. Хăйне сипленĕ хыççăн качча илме шантарать. Çапла Феврони княçе сипленĕ хыççăн унăн мăшăрĕ пулса тăрать. Вĕсем хăйсен юратăвне çухатмасăр пурнăçри чылай йывăрлăх витĕр тухаççĕ. Таса пурнăçпа пурăнса ырă кăмăллă пулнипе чапа тухаççĕ.

1228-мĕш çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче вĕсем пĕр сехетрех тата пĕр кун вилнĕ. Ун умĕн иккĕшĕ те Давид тата Ефросиния ятсем йышăнса манаха тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика