Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс ĕç çи: пĕлтĕр тата кăçал

06 июля 2011 г.

Симĕс ĕç çи: пĕлтĕр тата кăçал

Ир килет те каç пулать, çĕрпе кун ылмашăнать, вăхăт малалла шăвать. Акă пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен хирĕсенчи çур аки вăхăчĕ черетлĕ историе çырăнса юлчĕ. Маларах акнă хирсем симĕс кавирпе витĕнчĕç. Çакăнпа пĕрлех хресчен умне черетлĕ ĕç çи тухрĕ: ырана хăвармасăр унăн выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ янтăламалла. Ăна çителĕклĕ те пахалăхлă хатĕрлесси ĕç çине мĕнле яваплăхпа пăхнинчен нумай килет. Çакна шута илсе паян эпĕ кăçалхи симĕç ĕç çи хăвăртлăхне тата пурнăçланă ĕçсен калăпăшне иртнĕ çулхипе танлаштарса пăхрăм. Ăнса пулнă курăк улăх-çаранта хумăн-хумăн кашласа ларать. Çитес хĕл валли ытлă-çитлĕ апат янтăлама май пуррине паян никам та хирĕçлемест. Анчах... Юлашки кунсемчченех час-час çумăрлă тăнă çанталăк çĕр ĕçченне выльăх апачĕ янтăлассипе тухăçлă ĕçлеме ура хурса пычĕ. Çапах çакнашкал лару-тăрурах пирĕн хушăмăрта ĕçе пĕлсе йĕркеленипе ÿсĕмлĕ вăй хуракансем пурри те курăнать.

Иртнĕ çулпа танлаштарсан

Кăçалхи ĕçсене иртнĕ çулхи шăрăх кунсемпе танлаштарса пăхни те паян ытлашшиех мар. Мĕншĕн тесен пĕлтĕр выльăх апачĕ çук тесе Раççейăн тĕрлĕ регионĕсене çитме тÿр килчĕ. Çаврăнăçуллисем хĕл каçа выльăхсен йышне сыхласа хăварчĕç, патшалăх пулăшăвĕпе те çителĕклĕ усă курчĕç. Кăçал инçе каймасăрах апачĕ пур темелле, анчах çанталăк условийĕсем тулли хăватпа ĕçлеме чăрмантараççĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕлтĕр тата кăçал выльăх апачĕ янтăласси епле пулнă-ха;

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен оперативлă тăратнă кăтартусене пăхсан пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне район нумай çул ÿсекен курăксене 54 процент çулнă. Унран 4193 тонна (81 процент) утă, 3750 тонна (44 процент) сенаж, 2170 тонна (17 процент) силос янтăланă. Кăçал асăннă кун тĕлне çак кăтартусем самай пĕчĕкрех пулчĕç. Районти çĕр ĕçченĕсем умри йывăрлăхсене çĕнсе нумай çул ÿсекен курăксене 47 процент (2680 гектар) çинче çулса пăрахрĕç. Çулнă курăкран пĕрлехи вăйпа 2694 тонна (49 процент) утă, 3377 тонна (18,3 процент) силос, 5 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ янтăларĕç. Паянхи уяр кунсенче выльăх апачĕ янтăлас ĕçсен хăвăртлăхĕ ÿсессе шанмалли кăна юлать. Манма кирлĕ мар, шăркана ларакан ыраш вырма çывхарнине систерет.

Уйрăм хуçалăхсенче

Пĕрешкел условисенчех кăçал утă янтăлассипе Е. Андреев яч. хис. (260 тонна е 96 процент), Суворов яч. хис. (570 тонна е 112 процент), «Свобода» (340 тонна е 48 процент), Чкалов яч. хис. (84 тонна е 47 процент), «Герой» (127 тонна е 35 процент) хуçалăхсем ыттисенчен пуçаруллăрах та ăнăçлăрах ĕçлесе пыраççĕ. Çак кăтартусем асăннă хуçалăхсенче ĕç дисциплини çирĕппине, ĕçе тĕрĕс йĕркеленине кăтартса параççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçне тишкерсен кăçал В. Горбунов, В. Бархаткин тата А. Пихтеров фермерсене ырăпа палăртмалла.

Çуртрисем çинче

Уяр кунăн кашни саманчĕпе усă курма тăрăшакансем çуртрисем çинчи çум курăкĕпе тата ÿсен-тăрансен чир-чĕрĕсемпе кĕрешессине те иккĕмĕш вырăна хăвармаççĕ. Кунта та хăйне май танлаштару тума пулать, анчах çĕр улми пуссинчисĕр пуçне ĕçсен хăвăртлăхĕ иртнĕ çулхипе пĕр шайрах пыраççĕ. Анасем çинчи çум курăкĕсемпе химилле майпа кĕрешессипе Ильич яч. хис., «Ударник», Чкалов яч. хис., «ДаАн», «ВаСем», «Колос» хуçалăхсемпе нумай хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăхăтра пурнăçланă.

«Восток», «Герой», «Оринино», «ДаАн», «ВаСем» хуçалăхсемпе В. Бархаткин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр улми речĕсене иккĕмĕш хут 100 процент чĕрсе кăпкалатнă. Çакă, танлаштаруллă пăхсан, пĕлтĕрхинчен 3 хут пĕчĕкрех.

А. БЕЛОВ

тишкернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика