06 июля 2011 г.
Пулас тупăша паян никĕслесчĕ
Çу кунĕсем – йÿнĕ хăйхаклăхпа ытларах продукци илмелли вăхăт. Ял хуçалăхĕнче симĕс ĕç çи пуçланнă май пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ăна малашлăх аталанăвĕн никĕсне хураççĕ-и, производствăна çĕнĕ шая çĕклессине тĕллеве лартаççĕ-и; Çак ыйтусем çине хурав шыраса хаçат редакцийĕн ял хуçалăх пайĕн редакторĕ А. БЕЛОВ районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ветлабораторинчи выльăх тухтăрĕпе А. КАЗАКОВА химик-токсикологпа тĕл пулнă. Калаçура пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли уяр кунпа усă курса янтăланă апата вăхăтра тĕрĕслессипе тата обществăлла выльăх-чĕрлĕхе продуктивлăха чакармасăр хĕл каçарма мĕн чухлĕ апат кирлипе паллашнă. Ĕç çине шут виçипе çеç мар, пахалăх тĕлĕшпе те пăхмалла. Апат виçипе пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулсан пысăк продуктивлăх кĕттермĕ. Кун пек чух хуçалăхсен экономика тĕрекленĕвĕ те куç кĕрет.
– Алина Александровна, районта симĕс ĕç çи пуçланчĕ. Вăл уяр кунăн кашни сехечĕпе вăй илсе пырĕ. Пĕлес килет, мĕн чуль утă, сенаж тата силос янтăлама пăхаççĕ-ха пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем; Производствăна чакарас мар тесен апат виçи мĕнле шайра пулмалла;
– Анчах çĕртме уйăхĕччĕ, сисмерĕмĕр те утă уйăхне кĕрсе кайрăмăр. Çу вăхăчĕ те хăвăрт иртсе кайĕ. Çавăнпа та ыранхи кун пирки шутлакансем паян иртен пуçласа каçчен утă янтăлаççĕ. Тĕллевсем вара пĕчĕк мар. Малтанласа пăхнă тăрăх хуçалăхсен çу каçа 5500 тонна утă, 6600 тонна сенаж, 18500 тонна силос хатĕрлемелле.
– Эпĕ ăнланнă тăрăх ĕç çире пахалăх ыйтăвне мала тăратни вырăнлă пулмалла. Паха апат – çывăх пуласлăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантармалли никĕс. Çапла вĕт;
– Хирĕçлеместĕп, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕрремĕш кун ĕçлемен çыншăн вăл каламасăрах паллă. Çавăнпа та эсир мĕн каласшăннине ăнлантăм. Хĕл инçетре тесе пахалăх çине алă сулас марччĕ. Инçетри вăл çитĕ. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ку вăхăтра кашни уяр кунпа туллин усă курса çитес хĕл валли бизнес-плансемпе килĕшÿллĕн выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Тĕллевсем вара, куратăр, пĕчĕк мар. Ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнчи паянхи тĕп тĕллев – çак ĕçсене пахалăхлă пурнăçласси. Янтăлакан апат пахалăхне çийĕнчех Муркашри ветеринари лабораторийĕнчех тĕрĕслеттерме пулать. Хакĕсем пысăк мар. Утăн пĕр партине 6 енпе тĕрĕслеттерме пĕтĕмĕшле 88 тенкĕне, симĕс массăна – 88 тенкĕне, сенаж-силоса 11 тĕспе тĕрĕслеттерме 172 тенкĕне ларать. Апат-çимĕçре каротин, протеин тата ытти тутлăхлă япаласен хисепĕ мĕнлине пĕлес тесен тĕрĕслев партийĕсене апата хатĕрленĕ май экспертизăна вăхăтăн-вăхăтăн тăратсах пымалла. Тĕслĕхрен, утă ури туса пĕтерсенех унăн пахалăхне тĕрĕслеттересси кун йĕркинче пулмалла. Сенаж-силоса вара пĕрремĕш тĕрĕслеве траншейăна хупас умĕн илсе пымалла, хыççăн – хупнăранпа пĕр уйăх иртсен, виççĕмĕш хут – хĕлле ăна выльăхсене çитерме пуçласан. Эпир кашнинчех апатри нÿрĕкпе каротин тата протеин виçине курса унăн класноçне палăртатпăр. Йывăрри нимĕн те çук темелле, анчах хăш-пĕр хуçалăхсем çак ĕç çине нумай чух çиелтен пăхаççĕ.
Силос-сенаж хатĕрленĕ чух та траншейăна кĕске вăхăтра хупмасан тата унта пынă массăна çителĕклĕ пусăрăнтарса тăмасан, тепĕр майлă каласан, технологие пăхăнмасан, силос-сенажăн пахалăхĕ палăрмаллах чакать. Кунашкал апатра выльăхсене кирлĕ витаминсем юлмаççĕ, выльăх организмне пачах кирлĕ мар çу кислоти (масляная кислота) нумайланать. Кун пек апатпа тăрантарнă выльăхăн организмĕнче веществосен ылмашăвĕ чакать, сĕтри çу хисепĕ пĕчĕкленет, выльăхсен организмĕ тĕрлĕ чирсемпе кĕрешейми пулать, пăрусем илесси пĕчĕкленет, вĕсем начар çуралаççĕ, ĕнесем пăруланă хыççăн вăхăтра пĕтĕленеймеççĕ. Çакна саплаштарма хăш-пĕр хуçалăхра çеç выльăхсене микро- тата макрохутăшсем параççĕ.
– Алина Александровна, паян хуçалăхсенче силос хатĕрленĕ чух тĕрлĕрен хими консерванчĕсемпе усă курни пахалăхпа тÿрремĕнех çыхăннă пулас...
– Ку вăл выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçри çĕнĕ технологипе çыхăннă. Малта пыракан технологисемпе пирĕн пур сферăсенче те çителĕклĕ усă курмалла. Хăшĕсем çакна хăйсен ĕç тĕллевне лартаççĕ. Акă иртнĕ тăватă çулта «Герой», Суворов яч. хис., «Оринино», Ильич яч. хис. хуçалăхсенче кальций пропионачĕпе усă курни ырă пулăм пулни палăрчĕ. Кăçал та силос-сенаж хатĕрлессипе нумай хуçалăхсем çак çултан пăрăнмасса шанас килет. Ку енĕпе «Оринино», «Герой», «Передовик», «Свобода», Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., Чапаев яч. хис. «Колос» хуçалăхсем ĕçлеме пуçларĕç. Çавăн пекех «закваска» консервантпа ĕçлекенсем пур: «Восток», «Ударник», Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсемпе «Путь Ильича» агрофирма. Пирĕн хуçалăхсем пĕрремĕшнех ытларах кăмăлларĕç курăнать. Асăннă консервантсем биобактерисемпе пуян. Вĕсемпе вырăнлă усă курсан сенаж-силосри тутлăхлă япаласем 25-30 процент таран упранса юлаççĕ. Кун пек чух выльăх апачĕн йÿçеклĕхĕ чакать, хими составĕ лайăхланать, сахăрпа протеин шайлашăвĕ пысăкланать, çу кислоти пачах та пулмасть.
Çакна та каласа хăвармалла, хими консерванчĕсемпе усă курнă чух технологие çирĕп пăхăнмасан выльăх апачĕн пахалăхĕ малалла утăмласси иккĕленÿллĕ пулса юлать. Кунта выльăх апачĕ хатĕрлекенсене тепĕр асăрхаттару пур. Вăхăт иртнĕ май пахалăхпа çыхăннă çитменлĕхсем вăй ан илччĕр тесен янтăлакан апат-çимĕç пахалăхне кая хăвармасăр паянах тĕрĕслеттерсе тăмалла. Ăна кура производствăна планлама пулать. Ку вара каллех хуçалăх экономики çине витĕм кÿрет.
– Апат пахалăхне тĕрĕслеттерекенсем пур-и;
– Хисеп мар, пахалăх малти вырăнта тăнине кашниех пĕлет пулсан та паян хатĕрлекен апат пахалăхне Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., «Свобода» хуçалăхсем çеç тĕрĕслеве илсе килчĕç-ха. Ыттисен те çывăрса юлас марччĕ. Апат янтăланă май унăн пахалăхне тăтăш тĕрĕслеттерсе тăрасси пирки манас марччĕ. Сенаж-силос тунă чух консервантсемпе усă курни апат тутлăлăхне ÿстерет тата ун пек апат час пăсăлмасть, çу кислоти те унта пуçтарăнмасть.
Сăмахăма вĕçлесе выльăх апачĕ хатĕрлекенсем унăн пахалăхне тĕрĕслесе тăрассипе пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлессе шанас килет. Пĕрле пĕр тĕллевлĕ ĕçлесен апат пахалăхĕ те пулĕ, производство калăпăшĕ те ÿсĕ, хуçалăх экономики те тĕрекленĕ.
Апат пахалăхне эпир хуçалăхсенне çеç мар, уйрăм çынсенне те тĕрĕслетпĕр.