Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инсульта çывăха ярас мар тесен

06 июля 2011 г.

Инсульта çывăха ярас мар тесен

Инсульт нумай чухне çын вилнин сăлтавĕ пулса тăрать. Çак хăрушă чир аталанасси çине мĕн витĕм кÿрет-ха; Хăрушлăха епле майпа сирме пултаратпăр;

«Çын шăпи – унăн характерĕнче». Çак каларăш инсультшăн та пĕр килет. Пире мĕнле воспитани пани, эпир пурнăç çине мĕнле пăхни, кирлĕ-кирлĕ маршăн пăшăрханни, стреслă лару-тăрăва лекме пултарни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан пĕр енче пурнăçри çирĕплĕх, оптимизм, ăс-тăн шайĕ (вĕренÿ кăна мар, пурнăçра чи кирлине уйăрса илме пĕлни те), тепĕр енче – пустуйшăн тĕлсĕр хыпаланса çÿрени, стресс, пĕрмай шикленни. Стресс вара шăпах инсульт пуçарса яракан фактор.

Çын çут çанталăкăн мĕнле условийĕсенче пурăннинчен, вăл мĕнле апатланнинчен, активлă хусканусемсĕр пурăннинчен те унăн сывлăхĕ мĕнле пуласси нумай килет. Çавăнпа та кашни çын инсульт хăрушлăхне кăларса тăратакан хăш-пĕр факторсене улăштарма пултарать. Теприсене вара çĕнтерме те. Вĕсем: сиенлĕ йăласем, тĕрĕс мар пурнăç йĕрки – пирус туртни, эрех ĕçни, наркотик йышăнни, ытлашши çини, тĕрĕс мар диета, хусканусăр пурнăç.

Инсульт хăрушлăхне пысăк юн пусăмĕ, чĕре чирĕсем, юнра холестерин ытлашши пулни, диабет, алă-урасенчи юн тымарĕсен атеросклерозĕ те кăларса тăратаççĕ.

Çын улăштарма пултарайман факторсем – çул (возраст) тата хĕрарăм е арçын пулни. 55 çултан иртнисен инсульт пулас хăрушлăх татах та пысăкланать. Çавăнпа та ку вăхăтра медицина тишкерĕвĕсем тăвасси, аслă ăрурисене туллин сиплесси пысăк тимлĕх ыйтать. Арçынсен инсульт пулас хăрушлăх пысăкрах. Апла пулсан 40–45 çулхи арçынсен инсульт патне илсе çитерекен (миокард инфаркчĕ патне те) хăрушлăх факторĕсене тупса палăртмалла.

Пуç миминчи юн çаврăнăшне йĕркерен кăларакан – инсульт патне илсе çитерекен – питĕ курăмлă енсенчен пĕри – пирус туртни. Туртакан хĕрарăмсемпе арçынсен инсульт пулас хăрушлăх ытти пур ÿсĕмри çынсемпе танлаштарсан та 50 процент чухлĕ ытларах. Нумай туртакансен – сахал туртакансенчен тата икĕ хут пысăкрах. Çапла вара пирус туртма пăрахни – инсультран сыхланмалли чи хăвăрт тата чи йÿнĕ май. Çавăнпа та туртма пăрахмалли пур мелсемпе те усă курмалла.

Эрех виçесĕр ĕçни те çакăн пек хăрушлăх кăларса тăратать.

Ытлашши çинипе тата самăрланнипе тĕрлĕ чир-чĕр аталанни те организмшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çакăнпа пĕрле акă юн пусăмĕ пысăк (вăл яланхи чухне мĕнле пулнине пĕлмелле!), холестерин ытлашши тата диабет пулни пуç миминчи юн çаврăнăшĕшĕн пушшех те сиенлĕ. Апла врачпа канашласа ятарлă диетăна пăхăнмалла. Юн пусăмне те мĕнле майсемпе хăвăрт йĕркене кĕртмеллине врачпа канашласа пĕлмелле.

Хусканусем тăвассине йăлана кĕртмелле: велосипедпа ярăнмалла, шывра ишмелле тата вăй парса ытти тĕрлĕ хусканусем те тумалла, ĕçлемелле. Эрнере 3–4 хутран, кунсерен 20–40 минутран сахал мар. Хусканусем туни пирĕн суставсем, чĕре тата юн тымарĕсем çине лайăх витĕм кÿрет.

40–50 çулсенчи çынсен юнри холестерина çулталăкра пĕр-икĕ хутчен тĕрĕслесе тăмалла. Ăна чакармалла пулсан çак ĕçе хăвăр пĕлнĕ меслетпе мар, врач сĕнĕвĕсене тĕпе хурса, унпа канашласа пурнăçламалла.

В. Васильев,

Муркашри тĕп больницăри невролог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика