Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн парасси – пархатарлă ĕç

06 июля 2011 г.

Юн парасси – пархатарлă ĕç

Июнĕн 30-мĕшĕнче Муркашра Донор кунĕ иртрĕ. Юн пама пынă çын больница коридорĕнче сахал марччĕ. Вĕсен шутĕнче шурă халатлисем хăйсем те йышлăччĕ.

Валентина Николаевна Сергеева акушер та пирĕн корреспондент çитнĕ вăхăтра юн пама вырнаçса ларчĕ. Миçемĕш çултанпа юн паратăр тесе ыйтсан медицина ĕçченĕ çулĕпе уйăхне тĕрĕс астуманнине пĕлтерчĕ. «Анчах та 1975-мĕш çултанпа çулталăкра икĕ хутчен яланах юн панă», – терĕ вăл. Больницăра вăй хураканскер чирлĕ çынна юн епле кирлĕ пулма пултарнине ыттисенчен çивĕчрех туйни паллă ĕнтĕ. Çавăнпах çак пархатарлă ĕçрен юлмасть Валентина Николаевна.

Тăхăр сехет тĕлне юн паракансен ячĕ-хушамачĕсене çырнă журналта 30 çынна яхăн килни паллăччĕ. Муркашри тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх вара Муркашра пурĕ 73 çын юн панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика