Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Орининсен балсем пысăкрах

06 июля 2011 г.

Орининсен балсем пысăкрах

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх 2010–2011 вĕренÿ çулĕнче пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене пурĕ 241 выпускник тата малтанхи çулсенче шкул пĕтернĕ 4 выпускник тытнă. 11 класс вĕренсе пĕтернисем вырăс чĕлхи тата математика предмечĕсемпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене обязательнăй майпа тытрĕç. Ытти предметсемпе – суйласа илнĕ тăрăх.

Вырăс чĕлхипе районти вăтам балл 61,1-пе танлашнă. Орининти вăтам шкултан вĕренсе тухнисен вăтам кăтартăвĕ ыттисенчен лайăхрах – 70,67 балл, Нискассинчи вăтам шкул выпускникĕсен вăтам балĕ – 67,56, Муркашри вăтам шкултисен – 66,42.

Математикăпа районти вăтам кăтарту 53,35 балпа танлашнă. Пысăкрах вăтам кăтарту пухнисем вара çаксем: Орининти вăтам шкул – 60,2 балл, Муркашри вăтам шкул – 59,58 балл, Чуманкассинчи вăтам шкул – 56,33 балл.

Пĕрлехи патшалăх экзамен формипе виççĕмĕш предмет суйласа илнисем ытларах Мăн Сĕнтĕрти, Калайкассинчи тата Муркашри вăтам шкулсенче пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика