Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Июлĕн 1-мĕшĕнчен – сенкер тĕслĕ больничнăй хучĕ

06 июля 2011 г.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен – сенкер тĕслĕ больничнăй хучĕ

Раççейре çын вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманнине çирĕплетекен çĕнĕ йышши хут (больничнăй) ĕçе кĕрет. Кун пирки РФ Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви июнĕн 22-мĕшĕнче ятарлă хушу кăларса пĕлтерчĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса эпир хăнăхнă çутă симĕс тĕслĕ хут вăйран тухать. Ун вырăнне алла сенкер тĕслĕ А4 форматлă хут тытмалла пулать. Алăпа çырма хăварнă пушă клеткăсем çутă-сарă тĕслĕ.

Социаллă страховани фончĕ пĕлтернĕ тăрăх çĕнĕ йышши больничнăй хучĕ малтанхинчен çÿллĕрех шайри хÿтлĕхпе палăрса тăрать. Мĕншĕн тесен малтанхи симĕс тĕслĕ больничнăй пек суя хут туса пуякансем те нумайланма тытăннă.

Çĕнĕ бланк çинче ĕç параканăн çырса памалли йĕркесем те пур, автоматизациленĕ майпа çырса тултармалли графасем те. Хальхи больничнăй çинче пулнă хÿтлĕх паллисем вырăнне социаллă страховани фончĕн логотипĕ пулать.

Хутăн пĕр енне кăна çырма тивĕ. Хыçал енче – больничнăй хутне тĕрĕс тултарма вĕрентни çинчен çырса пани. Ĕç паракан чирлекенĕн ĕç вырăнне, хăçан ĕçлеме тытăннине, ăна страхланă стажа, сотрудникăн вăтам ĕç укçине тата ыттине те кăтартса çырать.

Больничнăй хутне автоматизациленĕ майпа тултармаллине пăхса хунине каларăмăр. Çакна валли хутăн сылтăм енчи çÿлти кĕтесре штрих-код пур, сулахай енче – пушă хăварнă вырăн. Вăл ятарлă код валли. Больничнăй хутне илекенĕн ĕçлеме пултарайман сăлтавне, режима пăсни çинчен паллă туни (кун пекки пулнă пулсан), чирлĕ çыннăн тăванлăхне кăтартни (çын ĕçлеме пултарайманни тепĕр çынна пăхнипе çыхăннă пулсан) тата ытти хăш пĕр информаци те ятарлă кодпа пулать. Çакă вара малашлăхра больничнăйсене хутсăр мелпе йĕркелесе пыма та май парĕ.

Социаллă страховани фончĕ çулсеренех 30 миллион ытла больничнăй хучĕ тăрăх укçа тÿлет. Ку вăл чирлесе ĕçе тухман 400 миллион кунпа танлашать. Пĕтĕмĕшле тишкерÿ хыççăн больничнăй хучĕсен 3 процентне яхăн тĕрĕс марлăхсемпе усă курса панине палăртаççĕ. Çапла вара çулсеренех социаллă страховани фончĕ 1,5 миллиард тенкĕлĕх тăкак курнă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика