Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсем те грант çĕнсе илнĕ

04 июня 2011 г.

Муркашсем те грант çĕнсе илнĕ

Республикăри чи лайăх вĕрентÿ учрежденийĕсене тата чи лайăх педагогсене çулсеренех грант парса хавхалантараççĕ. Кăçал та гранта тивĕçнисен шучĕ пĕчĕк мар.

Республикăри конкурсра 5 шкул, шкулчченхи пĕлÿ паракан 13 учреждени, хушма пĕлÿ паракан 2 учреждени 200 пин тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ. Вĕсен шутĕнче – Муркашри «Солнышко» ача сачĕ те.

Чăваш Республикин Президенчĕн 20 пин тенкĕлĕх грантне шкулчченхи пĕлÿ паракан 20 педагог тата хушма пĕлÿ паракан 10 педагог тивĕçнĕ. Çак пултаруллă ĕçченсен йышне Отарккăри «Малыш» ача садĕнче вăй хуракан Валентина Валериановна Гусева логопед-учитель те кĕме пултарнă.

Президентăн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илессишĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче ĕçлекен 118 вĕрентекен тупăшнă. Кунта та Муркашсен мăнаçланмалли пур. Орининти вăтам шкулта истори предметне вĕрентекен Валентина Ивановна Алексеева – республикăри 11 çĕнтерÿçĕрен пĕри.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика