23 марта 2011 г.
Инкексем, сурансем ан пулччăр
Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци палăртнă тăрăх çулсерен çулсем çинчи инкек-синкексене пула 1 миллион та 200 пин çынна яхăн вилет. Аварисенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ вара талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче пулса иртет. Ку вăхăтра çулсем çинче транспорт сахалрах çÿрет пулин те аварисенчи сурансем кăнтăр çутинче пулнинчен йывăртарах пулаççĕ.
Транспортăн çутă приборĕсем талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче водителе пăтăрмах кăларса тăратмалла мар. Водителĕн умри çула пăхса пыма çутă çителĕклĕ пулмалла, çав вăхăтрах хирĕç килекен транспорт водителĕн куçне те йăмăхтармалла мар. Çутă приборĕсен талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче транспортăн йĕри-таврашне те палăртмалла.
Каçхи тата çĕрлехи вăхăтра пулса иртекен аварисен сăлтавĕсенчен пĕри – водительсем транспортăн çутă приборĕсене юсавлă тытманни.
Çулталăк пуçланнăранпа, мартăн 16-мĕшĕччен, пирĕн район территорийĕнчи çулсем çинче 10 авари пулса иртрĕ. Вĕсенче 2 çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ, 22 çын суранланчĕ. Пĕлтĕрхи çулăн çак тапхăрĕпе танлаштарсан çулсем çинчи инкексен хисепĕ 66,6 процент ÿсрĕ.
Çул-йĕр çинчи лару-тăрăва стабилизацилес, транспорт водителĕсен дисциплинине çирĕплетес тĕллевпе мартăн 21–30-мĕшĕсенче Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пуçарăвĕпе Чăваш Республикинче, апла пулсан пирĕн районта та, «Ксенон» профилактика операцийĕ иртет.
Операци вăхăтĕнче çул-йĕр çинчи тĕрĕслевсем тата транспорт техосмотрĕсем вăхăтĕнче çутă приборĕсене çирĕп тĕрĕслеççĕ. Кунпа пĕрлех хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем, хушма ларкăчсем туса лартни те тимлĕхсĕр юлмĕ. Транспортăн кантăкĕсем çутă çителĕклĕ кĕртнипе кĕртменнине, транспорт конструкцийĕпе пăхса хуман çутă приборĕсем вырнаçтарнине те сотрудниксем куçран вĕçертмĕç.
С. ИВАНОВ,
ГИБДД инспекторĕ.