Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулезпа чирлессинчен сыхланăр

23 марта 2011 г.

Туберкулезпа чирлессинчен сыхланăр

Туберкулез социаллă чир шутланать. Вăл пирĕн пурнăç условийĕсемпе тачă çыхăннăран ĕнтĕ пирĕнтен пĕр утăм та кая юласшăн мар. Ытларах эрех-сăра ĕçекенсем, ĕçсĕррисем, пенсионерсем, арçынсем чирлеççĕ туберкулезпа. Паллă ĕнтĕ, кирлĕ пек апатланманни, пирус туртни те чирлессин сăлтавĕсен шутне кĕреççĕ.

Мускава тата ытти тĕрлĕ вырăнсене укçа ĕçлесе илме çÿрекенсем çак чире çăмăллăнах «çаклатса» килеççĕ. Е тата тĕрмесенчен таврăнакансем те...

Çавăнпа та çакăн пек çынсемпе юнашар пурăнакансен флюорографи тĕрĕслевĕсене вăхăтра тумалла. Унсăрăн туберкулезпа чирленине вăхăтра тупса палăртассинчен юлма пулать. Чире вăхăтра тупса палăртнипе вăхăтра сиплеме пуçланине нимĕн те çитмест. Уйрăмах ÿт-пÿ температури пĕр пек 37,5 градус тăрать, çын икĕ эрне ытла ÿслĕкпе аптăрать тата пĕрмаях ывăнать пулсан унăн пĕр тăхтамасăрах участок врачĕпе канашламалла. Хыççăн вара флюорографи тăмалла, çăра сурчăка кунне виçĕ хут илсе тĕрĕслеттермелле.

2010 çул вĕçленнĕ тĕле туберкулезпа чирлекенсем пирĕн районта малтанхи çулхинчен 10 çын ытларах пулни палăрчĕ. Пĕтĕмĕшле чире пула вилекенсем сахалланни кăшт лăплантарать çеç. Пĕлтĕр тата аслă ÿсĕмрисем те малтанхи çулхинчен ытларахăшĕ флюорографи тĕрĕслевне тухни, апла хамăрăн сывлăх çине тимлĕрех пăхма пуçлани те кăмăла хăпартать.

Ку чир – ерекенскер, çавăнпах тен тупса палăртманнисем те пулĕ-ха.

Ачасемпе çамрăксем хушшинче туберкулезпа чирленĕ тĕслĕхсем районта çук. Вĕсене тĕрĕслесси Манту реакцийĕ тата флюорографи (15 çултан иртнисене) урлă пулса пырать.

2011 çул пуçланнăранпа вăхăт ытла нумай иртмерĕ пулин те туберкулезпа чирлекен 6 çынна тупса палăртрăмăр. Çак чире пула кăçал пĕр çын çĕре кĕчĕ. Çавăнпа та чир хăрушлăхне кашни çыннăн ăнланмалла.

Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ «Шурă ромашка» акци иртет. Çак акци – туберкулез чирне хирĕç кĕрешес меслетсенчен пĕри. Çавăнпа та палăртнă тапхăрта пурне те Муркашри тĕп больницăра, Мăн Сĕнтĕрти больницăра флюорографи кабинечĕсенче тÿлевсĕр йышăнаççĕ. Шăмат кунсенче больницăсем ĕçлеççĕ. Асра тытăр: флюорографи тĕрĕслевĕ туберкулеза тата ытти чирсене аталанма пуçласанах тупма пулăшать.

О. МИХАЙЛОВА,

Муркашри тĕп больницăри

фтизиатр врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика