Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕ сарайĕнче вăй хума кăмăллă

23 марта 2011 г.

Тирпейлĕ сарайĕнче вăй хума кăмăллă

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен черетлĕ пĕрлехи кунне ирттерчĕ. Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă сектор пуçлăхĕ Н. Милютин, районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ветлаборатори ертÿçи Л. Бояринова пĕр ушкăнпа çула тухрĕç. Вĕсем пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводра пулса курчĕç.

– Выльăх-чĕрлĕх валли çăва тухиччен апат-çимĕç çителĕклĕ тесе шутлатпăр. Çавна кура производство та, сĕт сăвăмĕ кăна ĕне пуçне вăтамран 50-100 грамм сахалрах пулса пырать. Анчах ку та хальлĕхе кăна тесе шутлатпăр, мĕншĕн тесен тырă кÿрсе килессипе паянхи куна виçĕ килĕшÿ пур та ĕнтĕ. Апат пуррине кура выльăхсен кĕтĕвне те чакармастпăр. Ку вара патшалăх пулăшăвĕпе çителĕклĕ усă курма май парать, – терĕ пирĕн тĕллевсемпе паллашсан хуçалăх ертÿçи В. Ананьев.

Кашмашри сĕт фермине пĕтĕмĕшле пăхса илнĕ хыççăн Çатракассинчи сĕт фермине çитрĕмĕр. Ферма ертÿçи В. Григорьев пире кăмăллă кĕтсе илчĕ. «Çуркунне çывхарать. Çавна шута илсе сарайсен çивиттийĕсене хамăр вăйпа тата строительсен бригади пулăшнипе юртан тасатрăмăр. Хуçалăхри ырă йăлапа ферма çывăхне кĕркуннех çителĕклĕ утă-улăм турттарса хунă. Тислĕк вăхăтра тухса тăрать. Ĕçлеме кăмăл пысăк», – терĕ вăл пире хирĕç тухса.

Тынасен сарайне кĕтĕмĕр. Витере сывлăш уçă. Кунта анчах илсе кĕнĕ утă шăрши хуçаланать. 108 тынана тăтăшах – уйрăмах пĕчĕкреххисене – ыраш пĕçерсе параççĕ. Çамрăк выльăхсем умĕнче силос та çителĕклех. Кормушкăсенчи утă хуçалăхра апат тĕлĕшпе лару-тăру питех йывăр маррине систерет.

Ĕнесем тăракан сарайне куçрăмăр. Витесенче те, пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçмалли пÿлĕмсенче те иртнĕ кĕркунне ирттернĕ юсав ĕçĕсем палăраççĕ. Ĕне сăвакансем патне çитсен те калаçу тÿрех юсав ĕçĕсем çине куçрĕ:

– Хуçалăх председателĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине тимлĕ пăхни пире те хамăр ĕçе ячĕшĕн тума чарать. Ĕç укçине вăхăтра илетпĕр. Кунпа пĕрлех ĕçлемелли çи-пуçпа тивĕçтересси те вăхăтлă пулса пырать. Хуçалăх ертÿçи, зооветспециалистсем ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупни кадрсен ыйтăвне те кун йĕркине кăлармасть. Ку вара ыранхи куна шанса вăй хумалли тĕкĕ, – терĕ ирхи сăвăм хыççăн ĕнесем патĕнче тирпейлекен Тамара Обжелянская доярка.

1977 çултанпа çак фермăра ветеринари фельдшерĕнче ĕçлекен Галина Алексеевна Григорьева ертсе пынипе тирпейлĕ сарайсемпе иртсе ĕне сăвакансем канакан пÿлĕме çитрĕмĕр. Кунта та кашни утăмрах тасалăх хуçаланать. Кану пÿлĕмĕнче телевизор ĕçлет. Ăшă, ĕç тумтирĕ улăштармалли шкафсемпе лармалли пукансем тата таса сĕтел кунта та тирпейлĕх малти вырăнти çинчен калаççĕ. Фельдшер пÿлĕмĕнче те иртнĕ çул тунă юсав ĕçĕсем хăт кĕртни яр уççăнах курăнать.

– Председатель пулăшать те пирĕн те ĕçлес кăмăл ÿсет. Владислав Кириллович хуçалăх тилхепине тытсан укçа çук, тумастпăр тесе паянхи ĕçе ырана хăварни пулмарĕ. Ертÿçĕ тимлесе тăрăшнă чух пирĕн алă усса ларас-и; – ыйтуллăн та кăмăллăн калаçать ветеринари фельдшерĕ Г. Григорьева.

Хуçалăхри выльăх витисем тăрăх ертсе çÿренĕ май кооператив-заводăн тĕп выльăх тухтăрĕ Э. Любимова производство калăпăшĕ пирки тата выльăх чирĕсенчен хÿтĕленессипе епле ĕçлени çинчен тĕплĕ каласа пачĕ.

Кăрлач–нарăс уйăхĕсенче «Свобода» хуçалăхра пĕтĕмпе 187829 кг сĕт сунă, сыснасене талăксерен 459 грамм, мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра вăтамран 719 грамм ÿт хуштарнă, пĕтĕмпе 413 çура илнĕ.

Çав кунах кăнтăр иртсен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ тата ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В. Калинин çирĕплетнĕ графикпа хуçалăхсенче пулса курнă ответлă специалистсемпе пĕтĕмлетÿ канашлăвĕ ирттерчĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассипе ĕçсем паян Чкалов яч. хис., Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Ударник», «Оринино» хуçалăхсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче ыттисенчен лайăхрах пыраççĕ.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика