23 марта 2011 г.
Хамăра хамăрăнах йĕркерен кăларас марччĕ
Чĕререн тухакан сăмахсем чĕре çумĕнчен ан иртчĕр...
Юнкă ял тăрăхĕнче иртнĕ профилактика кунĕ те унта хутшăнакансем ушкăнсене пайланса ĕçленинчен пуçланчĕ. Юнкăра пурăнакан пĕр çемьене тÿрех кĕресси пулмарĕ. Тултан çăра çакăнса тăрать. Аслă ачине ача садне янă пулсан та, кĕçĕннине, уйăха çитмен ачана, йăтса ăçта кайнă-ши хĕрарăм; Çак ыйту канăç памарĕ профилактика кунне хутшăнакансене. Ниçта та кайман иккен. Профилактика кунĕ пулассине пĕлсе килте никам та çук пек курăнма нумай кирлĕ мар вĕт. «Тăрăшуллă» упăшка пÿрте тултан питĕрсе тăван патне кайса ларать, арăм вара чÿречерен вăрттăн пăхса хăйсем чееленнипе хĕпĕртет пулĕ.
Тăванĕсем патĕнче тупăннă упăшки пÿрте уçса кĕртрĕ. Аслă ачине ача садне яма та ÿркеннĕ иккен хăйсем. Пĕчĕкки çывăрать. Килте йĕри-тавра тирпейсĕрлĕх. Пÿрчĕ ăшшине ăшă, анчах вутă тепĕр эрнелĕх çитессипе çитмесси паллă мар. Йывăр çынлах хĕрарăм упăшкипе ăмăртмалла кайри пÿлĕмре чĕлĕм мăкăрлантарать пулмалла. Пÿртре пирус тĕтĕмĕн шăрши.
Кун пек пулсан ачусене реабилитаци палатине илсе каймалла пулать тесен хĕрарăм амăш калама пултармалла мар сăмахсене каларĕ. Хĕр ача ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ те амăшĕ çумнех тĕршĕнчĕ.
Вăхăт-вăхăт амăшĕ ĕçкелени те, ача садне янăшăн тÿлеме вĕсен укçа пулманни те, килте çимелли çукки те ăнланмаллах мар-ха пĕчĕк шăпăрланшăн. Уншăн чи хакли – амăшĕ çумра пулни.
Мăнтарăн амăшĕ вара хăйĕн паспортне улăштарса ачашăн тивĕçекен пособине йĕркелесе çитерме те шутламасть. Паспорчĕшĕн штраф тÿлеме те хулари тăванĕ пулăшма хатĕр. Вăлах сумкăпа çимеллисем илсе килсе парать. Çынна шанса çурататпăр-ши вара ачасене; Хамăр çумра хÿтлĕх шыракан хамăр ачасене çитерсе тăрантарма та май тупаймастпăр пулсан, атте-анне ятне илтме тивĕç-ши эпир;
Вăл кун хĕрарăм урахчĕ, анчах та ача ашшĕ пуçне ирех спирт пур шĕвекпе минретме ĕлкĕрнĕ.
– Кĕçех ĕçлеме каятăп, кашнинчех 30-40 пинпе килетпĕр унтан, – тет арçын.
Укçа тытма пĕлменни-и ку е пĕтĕм укçине ĕçсе яни; Пĕр хуравĕ паллă: ачисем çинчен пач та шутламаççĕ пулас.
Кăпасри çамрăк хĕрарăм вара, 10 сехет иртнĕ кăна пулсан та, эрех ĕçни куçĕнчен пăхсах паллăччĕ. Пĕрле пурăнакан арçынĕ ĕçлеме тухса кайнă, унăн пиччĕшĕ вара калаçайми ÿсĕрччĕ.
– Эп апат пĕçерместĕп-и, килте пуçтармастăп-и; – кăшкăрать хĕрарăм.
Аслă ачине Хĕрлĕ Чутайра малтанхи упăшкипе хăварнăскер, 2 çул та çитмен иккĕмĕш ачишĕн ÿсĕр пулсан та юрать тет-ши; 11 сехетсенче вăл чип-чиперех ура çинче тăратчĕ пулсан кăнтăрла иртсен 2 сехетсенче тепре кайнă çĕре вăл калаçайми ÿсĕрччĕ. Ирĕксĕрех ачине районти тĕп больницăри реабилитаци палатине илсе килме тиврĕ.
Эх, аттепе аннене суйламаççĕ çав. Хĕр ачине илсе Чулхула облаçне ярăнтарнă амăшне ывăлĕн шăпи ун чухнех хумхантарман ĕнтĕ. Ашшĕ ывăлне чиперех пăхатчĕ-ха малтан. Анчах юлашки вăхăтра вăл хăйĕн ашшĕн тивĕçĕ çинчен манса пыни курăнать. Профилактика кунĕнче килте çиелти тумтирпе те çурăм шăнмалла сивĕччĕ. Килте ашĕ те, çăнăхĕ те пур-ха, анчах мĕн чăрмантарать ашшĕне ывăлĕ шкултан килнĕ çĕре апат пĕçерсе хума; Эрех хăйĕн аллипех тыткалать пулĕ çав çынсене.
– Шкултан килсен хăех пĕçерсе çиет, – тÿрре тухма хăтланать арçын.
Ашшĕн çапла пулмалла маррине ăнланнă пек туйăнать те арçын. Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ чухне пуçтарăннă халăхпа пĕрлех пăхса тухрĕç ăна. Тем пекех шанас килет вăл тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвасса. Тăрăшуллă ачан кăмăлне çеç мар, пурнăçне ан хуçтăрччĕ тăван ашшĕ.
– Атте, эп килте пĕтĕм ĕçе хам тăвăп. Эс кайса ĕçле кăна, – тесе калакан ывăлĕн сăмахĕсене ăша хывтăрччĕ вăл. Тăван ачин чĕрене тивекен сăмахĕсем ашшĕн чĕри çумĕнчен çеç иртсе ан кайтăрччĕç.
Эрехе никама та вăйпах карланкăран ямаççĕ те-ха, анчах та çыннăн инкекне ăнланакан кÿршĕсем, пĕр ялти çынсем вăл е ку çын ĕçсе каяссине пĕлсех эрех ĕçме хистемеççĕ пулĕ. Чăн-чăн туссем те тĕппипех ĕçсе пар, тесе çуйхашмаççĕ вĕт. Мĕншĕн апла калатăп-ха. Пĕр хушă ĕçмен 6 çулхи ача амăшĕ эпир пынă чухне мухмăрла чĕтретчĕ.
– Хам çуралнă куна паллă турăмăр. Кÿршĕсем килчĕç те, – тет хĕрарăм.
Ыр сунакан кÿршех пулсан саламлама каçсан та: «Сана халь ĕçме юрамасть, мĕнле те пулин тытăнса тăма тăрăшмалла сан. Атя-ха чей ĕçнипех çырлахăпăр», – тенĕ пулĕччĕ.
Çак тĕслĕх ют çын хамăра ыр сунасса кĕтсе тăмалла марри, хамăрăнах çирĕп кăмăллă пулмалли çинчен калать пулĕ. Пирĕн ачасем кÿрше кирлĕ мар вĕт, хамăра кирлĕ. Хамăрăнах çитĕнтермелле вĕсене. Хамăрăнах хамăра картран кăларса ямалла мар.
Çармăçкассинчи çемьере вара амăшне 3 ачаран пĕри те курман юлашки вăхăтра. Ирĕк пурнăç шырама тухса кайнăскертен 2008 çулхи декабрьтен вара пĕр хыпар та çук. Халĕ ăна амăшĕн прависенчен хăтарма документсем хатĕрлеме пуçланă ĕнтĕ.
Çак ялти тепĕр çемьерен те кăмăл хуçăлса кăна мар, тарăхса тухрăмăр. Çулталăкран иртнĕ хĕр ача килте пĕр кĕпе вĕççĕн çаруран урайĕнче чупса çÿрет. Амăшĕ хулара ĕçлет. Çул укçи хакланнăран вара киле канмалли кунсене çеç килет. Пĕчĕк хĕр ача профилактика кунĕнче те урах мар кукамăшĕпеччĕ. Килте çимелли те çук, ура пусма вырăн çук япала сапаланса выртать пÿртре. Хĕрарăм алли юлашки 100 çулта та пĕр хутчен те пулман пуль кунта. Ачана реабилитаци палатине илсе кайма та пушмакне аран тупса тăхăнтартма тиврĕ. Мĕн курса, камран мĕнле тĕслĕх илсе çитĕнмелле çакăн пек лару-тăрура ачан; Камран тирпей-илеме вĕренмелле;
Ачисем çинчен маннă ашшĕ-амăшĕсен ку тăрăхра пурăнакан Яндараевсенчен тĕслĕх илмелле. Калерия Федотовнăпа Лев Егорович хăйсен хÿтлĕхне илнĕ мăнукне кукашшĕпе кукамăшĕ юратăвĕпе пĕрлех ашшĕпе амăшĕн юратăвне те параççĕ. Вĕсем телейлĕ ÿсчĕр тесе мĕн пур услови туса параççĕ. Ак камсем пек пулма тăрăшмалла ачисене эрехпе улăштарас çул çине тăнă арçынсемпе хĕрарăмсен.
Пĕтĕмпе вара, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Фомин каланă тăрăх, учетра тăракан ăнăçăр çемьесем кунта 12. Ытларах чух çакăн пек çемьесем тÿрĕ çултан пăрăннине ялта ĕç çуккипе ăнлантарма пăхатпăр.
– Ялта ĕç çук мар. Ĕçлекен çын валли ĕç тупăнать. Кам ĕçет, ун валли ĕç çук, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Юнкăри Культура çуртне профилактика кунне пĕтĕмлетме пуçтарăнсан.
Юрий Александрович çак кун «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пулчĕ. Унта ĕçлекен ял халăхĕ питĕ кăмăллă предприяти ĕçĕпе. Вĕсен эрех ĕçсе çапкаланса çÿреме вăхăт та, кăмăл та çук. Юрий Александрович калашле килти хушма хуçалăхрах чĕрĕ укçа туса илме пулать. Кăмăл пулсан хăвăн ĕçне уç. Ун йышшисене те патшалăх 58 пин тенкĕ парса пулăшать ĕçе йĕркелесе яма.
– Пурнăç улшăнать, саккунсем те улшăнаççĕ. Анчах та «халăх саккунĕсем» паян та çаплах: ялти çын ĕлĕкех пĕр ялта пурăнакансенчен намăсланнă. Çын мĕн калĕ, тенĕ. Çакăн çинчен шутламалла эрехпе туслашнă çынсен, – терĕ Юрий Александрович.
Эрех-сăрапа иртĕхнине пулах çемьесенче харкашусем пуçланаççĕ. Юнкă ял тăрăхĕн милицин участокри уполномоченнăйĕ Н.Е. Кудряшов каланă тăрăх çакăн пек çемьесем учетра 3 тăраççĕ. Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ чух вĕсенчен пĕрне халăхпа пăхса тухрĕç. Кинĕпе хуняшшĕн хушшинчи хутшăнăва, паллах, хăйсем кăна татса пама пултараççĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕн шухăшне тĕпе хуни кирлех:
– Пирĕн пĕр-пĕрне ăнланма, шута хума пĕлмелле, – терĕ вăл.
Залра ларакансем каланине те ăша хывмалла.
Халăхпа пĕрле çавăн пекех малтан судпа айăпланнă çынна, çÿлерех асăннă ашшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан арçынна та пăхса тухрĕç.
Пĕтĕмпе çак кун профилактика кунне хутшăнакансем 12 çемьере пулчĕç. 8 магазина тĕрĕслесе вĕсенчен 3-шĕ тĕлĕшпе предписанисем çырчĕç. Сунарçăсемпе суд тенкелĕ çине ларнă хыççăн учетра тăракансемпе тĕл пулчĕç. Çул-йĕр правилисене пăснă граждансене те милицин участокри уполномоченнăйĕ куçран вĕçертмест, вĕсемпе час-час тĕл пулать. Йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе милици ĕçченĕсем протоколсем çырчĕç: йытăсене кăкаркăçра тытманшăн та, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн тата ыттишĕн.
– Пур ыйтупа та ялти активăн старостăсемпе, ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрле ĕçлемелле. Ял халăхĕпе пĕрле йĕрке тумалла вырăнта, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.
Пĕрле ĕçлемелĕх ĕçсем вара кашни ял тăрăхĕнчех туллиех: вырăнти тирпей-илем те, пушар хăрушсăрлăхĕ мĕнле шайра пуласси те, ялти Культура учрежденине çынсем пухăнассипе пухăнмасси те йăлтах хамăртан килет, хамăр мĕнле ĕçленинчен. Çак ĕçсене халăхпа пĕрле пурнăçланинчен.
Ĕçленин усси вара пурах. Профилактика кунĕ хыççăн районти ачалăха сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалист И.С. Кабуркина Юнкă ял тăрăхĕнчи хăш-пĕр ăнăçсăр çемьесенче тепĕр хут пулни çакна кăтартса пачĕ: лару-тăру лайăх енне улшăнма пуçланă вĕсенче.
Л.ПАВЛОВА.