23 марта 2011 г.
Культура вучахне сÿнме парас марччĕ
Юлашки çулсенче культура ĕçĕ-хĕлĕ çине республика шайĕнчи ĕçченсем пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Çавна май Культура çурчĕсемпе библиотекăсене çĕнĕ сăн-сăпат кĕчĕ. Вĕсем çĕнĕ йышши техникăпа пуянланчĕç тата ытти çĕнĕлĕхсем вăя кĕчĕç. Апла пулсан çаксем культура шайне пĕтĕмĕшле çÿле çĕклесси çине ырă витĕм кÿмелле, ял çыннисен канăвне туллин йĕркелесси тивĕçлĕ шайра пулмалла. Çакă вара чи малтан унти ĕç-хĕле еплерех йĕркелеме пултарнинчен килет. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, хăш-пĕр çĕрте
– Ялти Культура çурчĕ, библиотека ял çыннин культура никĕсĕ пулса тăрать. Çавна май пирĕн, унта тăрăшакансен, ĕçе тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме, çынсене хамăр пата илĕртме, вĕсене хамăр ăсталăха кăтартма пĕлмелле. Сцена çине тухса концерт кăтартни лайăх-ха, анчах та ăна çынсене еплерех пĕлтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке. Акă, тĕслĕхрен, шурă хут çине хура тĕспе «Паян концерт пулать» тесе çырнă, урăх вара унта нимĕн те çук. Енчен те çакна илĕртÿллĕрех калăпласан, программăна анлăрах палăртсан кураканăн та кăмăлĕ çаврăнать. Çавăнпа та халăха хамăр пата илĕртес тесен хăш чухне чееленме те тивет.
Хăш-пĕр чухне Культура çуртĕнче иртекен мероприятие халăх ытлах хутшăнмасть, маларах вара çынсем активлăрахчĕ. Эпĕ çак ĕçре чылайранпах ĕçлетĕп, çавăнпа та мана район, республика тулашĕнче те сахал мар пулма тÿр килет. Ытти тăрăха каятпăр – пире курма халăх питĕ йышлăн пухăнать. Пирĕн тăрăхра вара çакна калаймăн. Халĕ халăха тĕрлĕ уяв каçне е ытти çавăн йышши ĕçе явăçтарма йывăртарах та. Çакăнта тен сенкер экран, компьютер витĕмĕ те пурах пулĕ.
Халĕ пирĕн Культура çуртне районти çÿллĕ шайри ĕçченсем тăрăшнипе çĕнĕ сĕм кĕртрĕç, «тĕслĕх» ят пачĕç. Кунта манăн чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне Ю.А.Иванова, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçине А.Е.Андреевăна ырăпа асăнас килет. Хамăр патра эпир тĕрлĕ кружок йĕркелесе ĕçлеттеретпĕр. Акă театр кружокĕ сцена çинче 15 çул халăха савăнтарать. Мартăн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ пулнă май тепĕр кунхине куракан умне «Сăпка юрри» премьерăпа тухма палăртрăмăр. Çулсеренех эпир çĕнĕ спектакль хатĕрлетпĕр. Ку кружока ытларах аслă çулхисем çÿреççĕ. Паллах, пирĕн çамрăксене те çакăн йышши ĕçе явăçтармалла, анчах та ку енĕпе пирĕн йывăрлăхсем пур-ха. Вĕсемпе чылайранпа эстрада кружокĕ йĕркелеме тăрăшатпăр, хальлĕхе ку ĕç вĕçнех тухаймарăмăр-ха.
Шкул ачисене те Культура çуртĕнчен аякка хăвармастпăр, вĕсем валли кăнтăр вăхăтĕнче дискотека йĕркелетпĕр. Çавăн пекех «Подросток и закон» занятисем ирттеретпĕр, çавра сĕтеле тĕрлĕ шайри специалистсене явăçтаратпăр, фильмсем пăхса тишкерÿ тăватпăр.
Çуллахи хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче вара эпир тăтăшах уй-хирте ĕçлекенсем умне концертпа тухатпăр, район тулашне те çитетпĕр. Юбилярсене саламлама та манмастпăр, хамăр патра тĕрлĕ тематикăлла куравсем йĕркелетпĕр. Паллах, çак ĕçе эпĕ пĕччен пурнăçламастăп ĕнтĕ. Кунта манăн ытти ĕçтешсене те ырăпа асăнса хăварас килет. Пĕтĕмĕшле каласан вара пĕтĕм ĕç-хĕле культура шайне тивĕçлĕ пусăмра сыхласа хăварас тесе йĕркелетпĕр. Акă çак кунсенче кăна пирĕн ĕçпе паллашма Пушкăртстан республикинчи делегаци килсе кайрĕ.
Эпĕ, чи малтан, хĕрарăм тата амăшĕ. Çавăнпа та çамрăксем, уйрăмах хĕрсем, эрех-сăрапа айкашни мана питĕ хумхантарать. Вĕсенче вĕт-ха пуласлăх, çутă малашлăх. Çамрăксен паян культура енне ытларах туртăнма тăрăшмалла. Тăван чĕлхене, асатте-асанне йăли-йĕркине асра тытакан, усал-тĕселтен аякра тăракан кăна пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пултарать тесе шутлатăп эпĕ.
Калаçăва вĕçленĕ май вара эпĕ районти культура ĕçĕнче вăй хуракансене пурне те профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатăп, малашне вара татах та пысăк çитĕнÿсем тума сĕнетĕп. Çакна валли чи малтан çирĕп сывлăх кирлĕ. Пирĕн ялти культура вучахне сÿнме памалла мар, унăн хĕлхемĕ ачасен, мăнуксен пурнăçĕнче ытларах та ялкăштăр.
Р. ИЛЛАРИОНОВА.