23 марта 2011 г.
Выльăх апачĕ турттараççĕ
Выльăх апачĕ çитмен пирки кăçал выльăхсене йĕркеллĕ хĕл каçарассипе йывăрлăхсем пур. Çакă вăл иртнĕ çул çанталăк типĕ тăнипе çыхăннă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса районти агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине тата выльăхсен хальхи йышне сыхласа хăварма ытти регионсенчен выльăх апачĕ кÿрсе килесси анлă сарăлнă. Иртнĕ çулхи çу уйăхĕсенчен тытăнса выльăх апатне Чул хула, Киров, Владимир, Ульяновск, Рязань облаçĕсенчен, Мăкшă, Çармăс, Тутар Республикисенчен, Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсенчен турттарнă.
Мартăн 21-мĕшĕ тĕлне районĕпе утă пĕтĕмпе 1462 тонна, улăм 2204 тонна, сенаж 458 тонна, силос 709 тонна, тырă фуражĕ 2800 тонна, хывăх 411 тонна, комбикорм 9865 тонна, витаминлă курăк çăнăхĕ 4 тонна кÿрсе килнĕ.
Хамăр инф.