Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк шыв килет

23 марта 2011 г.

Пысăк шыв килет

Çурхи ейÿ – çулленех пулакан çут çанталăк пулăмĕ. Акă çак кунсенче те çанталăк ăшăтрĕ те кăçал хулăн çунă юр шывланчĕ, унăн йывăрăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çакă çурт-йĕрсемшĕн пысăк йывăрлăх кăларса тăратать: йĕпе юр йывăрăшĕпе вĕсем ишĕлес хăрушлăх пур. Çавăнпа та паян пурин те – килте-и е производство объекчĕсенче – çурт-йĕр çивиттийĕсем çинчен юр илсе пăрахассипе ĕçлемелле. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ку ĕçе маларахах пуçларĕç. Çавăнпа та чылай хуçалăх фермисенче сарай çивиттийĕсене юртан тасатнă та ĕнтĕ. Ку лайăх, анчах кам ĕлкĕреймен – ку ĕçе ыранхи куна хăвармалла мар.

Çурхи шыв çырмасене ансан унти плотинасемшĕн пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Вĕсем татса каясран сыхланасси ял тăрăхĕсемпе вырăнсенчи хуçалăхсен пĕрлехи тăрăшулăхĕ пулмалла. Çакна палăртатăп, район территорийĕнче тĕрлĕ çулсенче тунă шыв плотинисем 71 шутланаççĕ. Чи пысăкки – Турай плотини. Ун хыççăн – Анатри Панклири плотина. Плотинасемпе пĕвесем уйрăмах Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче йышлă. Иртнĕ çулсенче уйрăм çын харпăрлăхне илнĕ ял пĕвисем те тимлĕх ыйтаççĕ.

Юр ирĕлнĕ май сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобренисемпе ытти им-çам упранакан складсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалла. Шыв плотинисем таврашĕнчи пекех кунти лару-тăрупа та тăтăш паллашса тăмалла.

Н. МИЛЮТИН,

район администрацийĕн

гражданла оборона

тата чрезвычайлă

лару-тăру секторĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика