23 марта 2011 г.
Лайăххи культурăран пуçланать
Нина Арсентьевна Чернова Тренккăри Культура çурчĕн ертÿçинче вăй хурать. Культура сферинче ăста специалист чылайранпа тăрăшать, ертÿçĕре ĕçлеме пуçлани вăхăт нумаях иртмерĕ пулсан та унăн ăсталăхĕ куç кĕрет.
Уйкас Янасал тăрăхĕнчи Сосновка ялĕнче çуралса ÿснĕскер мĕн ачаллах юрă-кĕвĕ тĕнчине туртăнать, çакă вара унăн малашнехи пурнăçĕнчи çулне уçма пулăшать. Пурнăç кустăрми ăна Тренккă тăрăхне илсе çитерет. Музыка енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ ăста ответлăха туйса тăрăшать. Чунпа парăннă ĕçре çĕнĕлĕхсене вăй илтерет.
Кунтах вокал, хор, ташă тата ытти кружоксем ĕçлеççĕ, çакăнтах художество пултарулăх ушкăнне йĕркеленĕ, вуннăмĕш çул ĕнтĕ вăл сцена çинче. Çак тапхăрта ялти артистсем чылай çĕре çитсе халăха илемлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕç. Кунти Культура çуртне çынсем хаваспа та йышлăн çÿреççĕ.
– Эпĕ çак майпа усă курса вĕсене тав сăмахĕ каласшăн. Вĕсемпе кирек епле мероприятие те ирттерме çăмăл, – терĕ Нина Арсентьевна кунта çÿрекенсен пулăшăвне хакласа.
Эпир вара культура ĕçченĕсене професси уявĕпе саламлатпăр. Малашне те ял çыннин культура шайне аталантарассишĕн тăрăшма вăй-хал сунатпăр.
Р. ИЛЛАРИОНОВА