Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суту-илÿ ĕçне анлă çул парар

02 июля 2011 г.

Суту-илÿ ĕçне анлă çул парар

Суту-илÿ ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ пĕр тĕллевпе вăй хуракансене пĕтĕçтерме, мĕн пурнăçланине пĕтĕмлетме, малашне татах та анлăрах ĕçлеме май парать. Паян вара çак сферăра тăрăшакансен чăннипех те паллă кун.

Муркаш райпо коллективĕ юлашки çулсенче хăйĕн ĕçне мал курăмлă йĕркеленипе тавар туянакана хăй патне ытларах та илĕртме пуçларĕ. Халăх ыйтăвне тĕпе хурса çĕнĕ лавккасем уçаççĕ, сентресене тăтăшах çĕнĕрен те çĕнĕ йышши таварпа пуянлатаççĕ. Вĕсем – халăх ыйтăвне куллен туллин тивĕçтерекенсем.

– Борис Васильевич, сирĕн коллектив уяв кĕрекине мĕнлерех кăмăлпа пухăнать, савăнма сăлтавĕ пур-и тата;

– Пирĕншĕн пысăк вырăн йышăнакан куна коллектив хăюллăн пуçа çÿле çĕклесе тулли кăмăлпа кĕтсе илет, ăна валли вара сăлтавĕ те çителĕклĕ. Хамăр ума лартнă тĕллевсене парăнтарни пире уява уяв пек йышăнма май парать, туса ирттернĕ ĕçсемшĕн пăшăрханмалли сăлтав палăрмасть. Ÿсĕм çулĕ малаллах талпăнма хистет. Ĕçе тĕллевлĕрех пурнăçлама хамăр шайра ятарлă программа йышăнни те ыт ахальтен мар.

– Вăрттăнлăхра хăварар мар пулĕ, сирĕн çитĕнĕвĕрсене республика шайĕнче те, унăн тулашĕнче те ырăпа палăртаççĕ, пысăк канашлусенче райпо ĕç-хĕлне тĕслĕхе илеççĕ.

– Пирĕн коллектив кăтартăвĕсене пысăк хак пани, республика шайĕнче малтисен шутĕнче пулни, çынсен ыйтăвне тивĕçтерни пире савăнтарать, малашне вара татах та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. Пурăнас текен çыннăн малаллах пăхмалла. Палăртас килет, юлашки çулсенче ÿсĕм ытларах та палăрать. Пирĕн коллектив ял халăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлени ĕç кăтартăвĕ çине пысăк витĕм кÿрет. Çавăнпа та çак çыхăнăва пирĕн çирĕплетсех пымалла, çавăншăн тăрăшатпăр та эпир кулленхи ĕçре.

Паянхи куна райпо тытăмĕнче кооперативăн 45 участокĕ хăйĕн ĕçне тĕрлĕ енлĕ пурнăçласа пырать. Райпо лавккисем 98 яла тивĕçтереççĕ. Районти обществăлла апатлану точкисем, ваккăн сутакан пысăк тата вăтам организацисем кăçалхи январь–март уйăхĕсенче 554700 пин тенкĕлĕх тавар çаврăнăш тунă, çак шутра 55,2 проценчĕ – Муркаш райповĕн тивĕçĕ. Палăртас килет, ку шай пĕчĕккисен шутĕнче мар.

Акă кăçалхи пилĕк уйăхра пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 111,2 процент пулчĕ. Ĕç кăтартăвĕ ÿсни – райпо тытăмĕнче вăй хуракан 400 яхăн çын тивлечĕ. Тунмастăп, кунта тăрăшакансен ĕç дисциплини питĕ çирĕп. Хăш чухне вара сутуçăсен тата ытти ĕçченсен вырăнта кăна мар, тĕрлĕ мероприятисене те тухса çÿреме тивет.

– Муркаш райповĕ тăтăш çĕнĕлĕхсен шыравĕнче: суту-илÿ точкисен çĕнĕ сăн-сăпачĕ, тулли сентресем тата ытти те. Тавар туянакан куçĕпе пăхсан сирĕн райпо лавккисенче чăн та килĕшÿллĕ, пасартинчен пур енĕпе те меллĕ.

– Ку çаплах та пулĕ, юлашки тапхăрта çынсем пасара мар, райпо лавккисене ытларах туртăнни аван курăнать. Ку вара япăх мар тесе шутлатăп эпĕ, мĕншĕн тесен эпир шанчăклă сутуçăсенчен пысăк пахалăхлă тавар кÿрсе килетпĕр. Туянакана ăнланма тăрăшса чи пĕчĕк наценкăсем тума тăрăшатпăр. Туятăр пулĕ, хăш-пĕр тавар пасартинчен самай йÿнĕ.

Халăха илĕртÿллĕрех пултăр тесе лавккасем çумне ача-пăча лапамĕсем йĕркелетпĕр. Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхрах тăвасси – пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри вĕт. Хамăр ĕçе тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшнăран çурт-йĕр çĕклекенсемпе те тачăрах ĕçлеме пуçларăмăр. Çынсем ыйтнине шута илсе ку тĕлĕшри кирек епле материала та кирлĕ чухлĕ килех леçсе паратпăр.

Тирпей-илем куçа илĕртет, тавар туянакан вара çакна асăрхать. Çавăнпа та эпир магазинсене юсаса çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Сентресене вара хулари лавккарисенчен кая мар тăвас тетпĕр, туянакан тавар шыраса ан хăшкăлтăр, кирек хăçан та мĕн кирлине туянма пултартăр.

Райпо коллективĕн тĕп тĕллевĕ ял çыннисемпе тачăрах çыхăнса ĕçлесси тата вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси пулса тăрать. Ĕç-хĕл кăтартăвĕн ÿсĕмĕ вара халăх тавар ытларах туяннипе кăна çыхăнман. Çĕнĕ суту-илÿ точкисем уçни те тавар çаврăнăш çине пысăк витĕм кÿчĕ. Акă иртнĕ çул икĕ лавкка çĕнĕрен уçрăмăр, ĕç условийĕсене лайăхлатрăмăр, оборудованисемпе пуянлатрăмăр, самообслуживани лавкки çĕклерĕмĕр, оборудованисене çĕнетрĕмĕр. Çĕнĕ мел, тăрăшулăх вара тавар çаврăнăшне 30 процент ÿстерме май пачĕ.

Райпо системинче самообслуживани лавккисем вуннă: Муркашра тата ялсенче пилĕкшер. Вĕсем тавар туянакансемшĕн питех те меллĕ, сентресем çине, сивĕтмĕш камерисене чĕркесе хунă тавара кĕске вăхăт хушшинчех суйласа илме пулать. Пĕтĕм тавар куç умĕнче. Çавăн пекех тавара банк карттисемпе те туянма пулать. Халăха паян сентре çинчи тавар ассортименчĕ кăна илĕртмест, унти хăтлăхпа илемлĕх те туянаканшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Лавккасене çĕнĕ сăн-сăпат кĕртме, юсав ĕçĕсем ирттерме чылай укçа-тенкĕ тăкакланă.

Пирĕн икĕ пекарня халăха çăкăр-булка изделийĕсемпе тивĕçтерет, вĕсем те пысăк тупăшлă ĕçлеççĕ. Район çыннисем валли 334,7 тонна çăкăр-булка изделийĕ пĕçерсе хатĕрленĕ, пысăк пахалăхлă продукцие çынсем патне çитернĕ. Çавăн пекех пирĕн çĕвĕ цехĕ пур, вăл та халăх ыйтăвне тивĕçтерессишĕн тимлет, пысăк пахалăхлă пусмаран тĕрлĕ издели çĕлесе кăларать. Унта тĕрлĕ япала çĕлесе хамăр лавккасене сутма паратпăр.

Иртнĕ çул ял халăхĕшĕн выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăласси пысăк йывăрлăх пулса тăчĕ. Çавна май ял халăхне сахал мар выльăх апачĕ кÿрсе патăмăр, ешĕл апат çине тĕрĕс-тĕкел тухма пулăшрăмăр.

– Лавккари таварсен хакĕсем тăтăшах ÿссе пыраççĕ, вĕсен ÿсĕмĕ камран килет-ха;

– Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене эпир тата район администрацийĕн хаксем енĕпе ĕçлекен пайĕ ытлашши ÿстерсе яма тăрăшмастпăр. Акă хура çăкăр хакнех илер. Ăна пĕçернĕ, турттарса килнĕ тата ытти тăкаксене шутлас пулсан çăкăр хакĕнчен таса тупăш тухмасть те. Çав хушăрах çутă, газ, сĕрмелли-çунтармалли материалсен хакĕсем ÿссех пыраççĕ. Çапла вара хăш-пĕр хаксене ÿстермех тивет. Çăкăр-булка изделийĕсен хакĕсене пĕр шайрах тытма тăрăшатпăр. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсем сутлăхра 59,5 процент йышăнаççĕ. Çак таварсен суту-илÿ наценкисене чи пĕчĕк шайра тытса тăратпăр. Халăх вăл е ку тавара туянма пултараслăхĕ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă «Цивильный» сортлă çăкăр, «Простой» сортлă батон, «Кухарка» сортлă тип çу, селедка пулă хакĕсене пĕчĕк шайрах тытса тăратпăр. Етĕрне тата Вăрнар аш-пăш комбиначĕсемпе тÿрремĕн ĕçлени те тавар хакĕсене пĕр шайра тытма, халăха пысăк пахалăхлă тавар сĕнме май парать.

Пирĕн президент хамăр патра туса кăларнă пысăк пахалăхлă та таса продукцие халăха ытларах сĕнме ыйтать. Унăн сĕнĕвне тĕпе хурса, халăх ыйтнине шута илсе эпир çавăн йышши продукципе хамăр лавккасене 60 процент таран тивĕçтеретпĕр.

– Чылай чухне вăл е ку тавара туянма укçа-тенкĕ çитмест. Çурт-йĕр çĕкленĕ тапхăрта вара материал çитерме йывăр, кун пек чухне кредитла туянма май пур-и;

– Хамăр суту-илÿ ĕçĕнче эпир халăх кăмăлне туллин тивĕçтерес тесе тăрăшатпăр. Лавккасенче кредит мелĕпе çурт-йĕр çĕклемелли материал, теле-, видеоаппаратура туянма пулать. Ку тĕлĕшри тавар çаврăнăшĕ пĕлтĕрхинчен 112,8 процентпа танлашать.

– Аптека ĕçлени халăхшăн питĕ меллĕ. Унта тавар туянакан яланах йышлă, унăн ĕçĕ-хĕлĕ тата еплерех;

– Медицина препарачĕсем сутса тунă тавар çаврăнăш 125,5 процентпа танлашать.

– Обществăлла апатлану предприятийĕсенчи çĕнĕлĕх те куç кĕрет.

– Обществăлла апатлану предприятийĕсенче çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни кĕске вăхăт хушшинче пысăк пахалăхлă апат-çимĕç хатĕрлеме май пачĕ. Çавна май тавар çаврăнăшĕ 104,1 процентпа танлашрĕ, ассортимент та самай ÿсрĕ. Хамăр патра туса кăларнă продукципе 15 процент ытла усă курнă.

– Хатĕрлев ĕçĕ-хĕлĕ самай аталанни пирки асăнтăр-ха, çавна май ял çыннин тупăшĕ те палăрмаллах ÿсмелле пек курăнать.

– Чăнах та ĕçлес, пурăнас текен çын тупăш илмелли çăл куçа тупатех. Акă райпо лавккисем урлă пилĕк уйăхра çынсем чĕр тавар хатĕрлесе çемье бюджетне 19089 пин тенкĕ чухлĕ пуянлатнă. Ял çынни пилĕк уйăхра 14688 центнер сĕт продукцийĕ панă, тупăш калăпăшĕ 16350 пин тенкĕпе танлашнă. Çапла ĕçлесе пыни пуриншĕн те аван.

– Вăрттăнлăх мар пулсан тен ĕç укçи калăпăшне те асăнăр.

– Паллах вăрттăнлăх мар. Райпо тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçи калăпăшĕ 5 процент чухлĕ ÿсрĕ.

– Тавар çаврăнăшне татах та ÿстерес, халăх ыйтăвне тĕпе хурса суту-илÿ точкисем çĕнĕрен уçас шухăш-кăмăлсем еплерех тата;

– Пирĕн ĕçре халăх шухăш-кăмăлне тĕпе хурса ĕçлени вырăнлă. Чапаев урамĕнче 500 çын пурăннине, çынсем ыйтнине пурнăçлас тесе кăçал çĕнĕ лавкка тума палăртатпăр. Çавăн пекех Заводская урамра та суту-илÿ точки кирлĕ. Паянхи пурнăç тăтăшах çĕнĕлĕх шырама, вĕсене вăя кĕртме хистет, ĕмĕтсем вара пысăк.

Эпĕ вара, ку системăри ертÿçĕ пулнă май, хамăр харпăрлăхри 70 магазинта, обществăлла апатланăвăн 10 предприятийĕнче, пекарньăсенче, хатĕрлев ĕçĕнче, райпо администрацийĕнче тата автотранспортпа хушма пулăшу ĕçĕнче вăй хуракан ĕçченсене Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Малашне татах та пуçаруллăрах та ăнăçуллăрах тăрăшма ырлăх-сывлăх сунатăп.

Кăларăма

Р. ИЛЛАРИОНОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика