02 июля 2011 г.
Уйăх календарĕ
Июль: ПАХЧАРИ ĔÇСЕМ
Июлĕн 3–4-мĕшĕсем. Ÿсен-тăрана шăварма, вĕсене шĕвек удобренипе апатлантарма юрăхсăр вăхăт. Ку тапхăрта пахча çимĕçе чирсене хирĕç кĕрешмелли тата ăна
Июлĕн 5–6-мĕшĕсем. Йăрансене кăпкалатмалла, çум курăкĕпе кĕрешмелле. Ку вăхăтра компост хатĕрлемелле.
Июлĕн 7– 9-мĕшĕсем (ирхи 10 сехет çурăччен). Июлĕн 7-мĕшĕнче тăварланă хăяр уйрăмах тутлă пулать. Çак кунсенче кĕркунне çиме шпинат акмалла. Çĕр çырлине тымарлантарма лайăх вăхăт. Пахча çимĕç йăранĕсем çине типĕ удобрени хывма юрать. Укроп-петрушкăна тата ытти курăка типĕтсе хумалла.
Июлĕн 9–11-мĕшĕсем (13 сехет те 46 минутчен). Пахча çимĕçе шăварма тата унăн тымарĕсене апатлантарма (фосфорпа кали хутăшĕллĕ удобренипе) меллĕ вăхăт. Нумай çул ÿсекен сухан лартмалла: батун, шнитт, слизун тата тутлă шăршăллине. Çĕр çырлине тымарлантармалла.
Июлĕн 11–13-мĕшĕсем. Пахча çимĕçе чирсене хирĕç кĕрешмелли, сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăна пĕтермелли тата ÿсен-тăрана çитĕнме пулăшакан ятарлă шĕвексемпе сирпĕтмелле. Çĕр çырли лартма юрать.
Июлĕн 14–16-мĕшĕсем. Нимĕн те лартмалла-акмалла, касмалла-татмалла мар. Çĕре кăпкалатмалла. Сиплĕ курăк пухма лайăх вăхăт.
САДРИ ĔÇCСЕМ
Июлĕн 3–4-мĕшĕсем. Йывăç-тĕмсене шăварма, вĕсене шĕвек удобренипе апатлантарма юрăхсăр вăхăт. Вĕсене тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли тата сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăна пĕтермелли шĕвексемпе сирпĕтмелле.
Июлĕн 5–6-мĕшĕсем. Пухса илнĕ тухăçа çийĕнчех тирпейлемелле.
Июлĕн 7– 9-мĕшĕсем (ирхи 10 сехет çурăччен). Декоративлă тĕмсем, лартмалла. Йывăç турачĕсем айне тĕкĕ тăратмалла.
Июлĕн 9–11-мĕшĕсем (13 сехет те 46 минутчен). Йывăç-тĕм тымарĕсене апатлантармалла (фосфорпа кали хутăшĕллĕ удобренипе), шăвармалла, çĕре кăпкалатмалла. Улмуççин кăçал вăй илнĕ турачĕсене йывăç формине тĕрĕс палăртса кирлĕ пек авăнтармалла, çыхса хумалла.
Июлĕн 11–13-мĕшĕсем. Йывăç-тĕм тымарĕсене апатлантармалла (фосфорпа кали хутăшĕллĕ удобренипе). Декоративлă тата улма-çырла йывăççисене шăвармалла.
Июлĕн 14–16-мĕшĕсем. Нимĕн те лартмалла-акмалла, касмалла-татмалла мар. Çĕре кăпкалатмалла.