Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Помидора тĕрĕс ÿстерер-ха

02 июля 2011 г.

Помидора тĕрĕс

ÿстерер-ха

Манăн пускил çулсеренех помидорăн аялти çулçисене, тураттисене татать. Çак ĕç тухăç илесси çине витĕм кÿрет-и;

Н. Петрова.

Катькас ял тăрăхĕ.

Çапла, сирĕн пускил ĕçĕ питĕ тĕрĕс. Помидор çулçисене, тураттисене касни пысăк тухăç илессипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Помидор тĕрлĕ витаминсемпе пуян çимĕç шутланать. Хамăр пахчара лартса ÿстерни вара техĕмлĕрех те, паллах, ăна ют çĕр-шывран кÿрсе килнипе танлаштараймăн. Анчах та пысăк тухăç туса илес пулсан сахал мар тăрăшма, ăна туса илес технологие пăхăнма тивет. Ку ÿсен-тăран ытлашши нÿрĕке те, шăрăха та, виçесĕр апатлантарнине те кăмăлламасть. Ăна вăхăтран вăхăта кăпкалатмалла, туни тавра виçĕ хутчен тăпра купаламалла, çÿллĕ çитĕнсе каяканнисене шалча çумне çыхмалла.

Çеçке çурнă вăхăтра вара помидора нÿрĕк ытларах кирлĕ, унăн тавра çĕр типсе кайнипе чечек тăкăнма пултарать. Çак тапхăрта кĕлпе апатлантарнине кăмăллать вăл. Кĕле туна йĕри-тавра сапмалла, кăпкалатмалла. Çавăн пекех ÿсен-тăрана тĕрлĕ минераллă удобренипе апатлантармалла. Анчах та азотпа сахалтарах усă курмалла, мĕншĕн тесен вăл помидор тунине ытлашши ÿстерсе аталантарать, çеçкене ярать. Чăх каяшĕпе усă курни помидоршăн питĕ лайăх. Çеçке çурнă вăхăтра бор çитменрен чечексем тăкăнма пултараççĕ. Ун пек чухне 1 грамм бор кислотине 1 литр шыв çине ярса сирпĕтмелле. Çак ĕçе вăхăт каç еннелле сулăнсан туса ирттермелле. Е тата 15 грамм аммиак селитрине, 50-60 грамм чухлĕ суперфосфата тата 30-40 грамм хлорлă калие 10 литр шыв çине ярса ирĕлтермелле, апатлантармалла. Çÿллĕ ÿсекеннисене шалчасем çумне çыхмалла, анчах та шалчана тунаран 10 сантиметр чухлĕ аяккарах лартма тăрăшмалла, унсăрăн вăл тымарсене амантма пултарать.

Помидор тĕммине тĕрĕс йĕркелесси вара хăйне май кăткăс ĕç. Унăн туратти чылай, анчах та кашнин çинчех çимĕç пулса ĕлкĕреймест. Çавăнпа та ытлашши туратсене тата çулçăсене татса илмелле. Унсăрăн çимĕç тăвас вăй тата апат аякка каять. Анчах та çак ĕçе шăрăх çанталăкра тумалла мар. Кăçалхи пек тăтăш çумăр çунă вăхăтра вара аялти туратсене, çулçăсене ытларах та татмалла, çапла майпа туна таврашĕнчи çĕр лайăхрах сывлать, типет. Август уйăхĕн çурринче çимĕç тытăнман чечеке пĕр шелсĕр татмалла, мĕншĕн тесен унтан пур пĕрех çимĕç пулса ĕлкĕреймест.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика